Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйӑмӗ (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Этем туйӑмӗ, шухӑшӗ.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шик туйӑмӗ, паллах, ытларах мана ҫӑлса илчӗ: мӗн калӗ-ши атте пирӗн вӑйӑран тухнӑ сӑтӑра — хуҫса-ватса пӗтернӗ ҫамрӑк ҫӗмӗрт кӗттине — курсан?

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчах вӗсенче, ытти йӗркеллӗ, сывӑ ҫынсенчи пекех, яланах ашшӗ-амӑшӗн асамлӑ туйӑмӗ ҫӑлкуҫ пекех тапса тӑнӑ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Павӑл чун-чӗринче чӑтӑмсӑр савӑнӑҫ туйӑмӗ капланса хӑпарчӗ, пичӗ-куҫӗ ялтӑрах ҫуталса кайрӗ, кӗҫех ӑна ӑшӑ-ӑшӑ, телейлӗ кулӑ чӗнтӗрлесе эрешлерӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанах Лена, ихӗлтете — ихӗлтете, ҫакна хирӗҫленҫи турӗ, пуҫне апла-капла пӑркаларӗ, тутине Павӑл тутипе тӗкӗнтертме именчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — тахҫантанпах сӑваплӑ вут пек тасан упранса пурӑннӑ туйӑмӗ шалтан вӗҫерӗнсе кайрӗ те (вӗҫертессе кӗтнӗскер!) вӑл савнин ачаш та хӗрӳ юратӑвӗн ытамне «пуҫне ҫухатсах», пӗр «ҫылӑхсӑр» тап-таса чунӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе, виҫесӗр ачашлӑхӗпе ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑх туйӑмӗ чат сыхах иккен-ха: унӑн пушӑ сылтӑм алли хӑех валт! аяккалла ывӑтӑнса темле ҫамрӑк йывӑҫ вулине яп! ярса илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чуна ҫӗклентерекен, паянхи кун ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн канӑҫ кӳрекен мӑн кӑмӑллӑ ӗшенӳ туйӑмӗ ҫеҫ пӗтӗм кӗлеткене ӑшшӑн сарӑлать.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавӑнпах та пулӗ унӑн ҫамрӑк чӗринче пӗрремӗш юрату туйӑмӗ хӗрачанчен иртерех вӑранчӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр. Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.

Помоги переводом

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Хуҫа туйӑмӗ пур строителӗн.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать.

Помоги переводом

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Халӗ ҫеҫ хаваслӑн ахӑлтатса кулнӑ каччӑсем хӑвӑрт шӑпланчӗҫ, вӗсене савнишӗн тунсӑхласа ҫитнӗ ҫамрӑк ҫыннӑн туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Путвала ансан, вӑл хунар ҫутипе купӑста-хӑяр, кӑмпа каткисене, варени тултарнӑ пысӑк банкӑсене, пан улми ещӗкӗсене шултӑра ҫӗр улми, кишӗр-кӑшман куписене курчӗ те, унра каллех хуҫа туйӑмӗ, хӑй ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи иккенне пӗлсе тӑни ытти мӗн пур шухӑш-туйӑма хупласа хучӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пур-ши мӗнле те пулсан туйӑмӗ?

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анчах кунта та авторӑн виҫе туйӑмӗ ҫитсех каймасть.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Юрату туйӑмӗ ӗҫлеме кансӗрлет тесе пуҫлӑх куншӑн савӑнмӗ.

Ваш начальник в восторг не придёт, считая, что бабочки, парящие в вашем животе, могут снизить работоспособность.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Киле таврӑнсан, вӑл ашшӗне Анука хур кӳнӗ ҫӗре хутшӑнманнине тупа туса ӗнентерчӗ те вӗсен чӗрине каллех килӗшӳ туйӑмӗ таврӑнчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют ҫынсем унӑн чӗринчи ырӑ туйӑмӗ ҫинчен калаҫни Микулана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑстӑнӗпе мӑнкӑмӑллӑхӗ чӗре туйӑмӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк памарӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксем паян урӑх саманара, урӑх ӑнлавсен ӗмӗрӗнче ҫитӗнеҫҫӗ, хӑшӗсем вӗсене вӑрҫма пикенеҫҫӗ пулин те вӗсенче патриотлӑх туйӑмӗ пурах.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней