Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ тӗттӗм пуличченех хӑйӗн тракторӗ ларакан яла тухса кайнӑ иккен.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Йӗри-тавра техника вырнаҫнӑ: тракторӗ те пур, прицепӗ те, самосвалӗ те…Вокруг разместилась техника: есть и трактор, и прицеп, и самосвал…
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
— Лидук, авӑ Усков Сашӑн тракторӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
— Эппин, хут та пулин ҫырса парса ярам-ха Сирӗнтен, — терӗ те Саша Антон Иванович панӑ хутпа ручкӑна илсе тракторӗ еннелле утрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Тракторӗ, пит вӑйлӑскер, сӑмсипе ҫуртсене айккинелле сирпӗнтерсе пычӗ.
Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.
Силин тракторӗ авӑра путни ун куҫӗ умӗнче хӑрушшӑн курӑнса тӑчӗ.Страшная картина без конца повторялась перед его глазами: трактор Силина проваливается в пучину.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Силин тракторӗ хыҫҫӑн, кӑшт сулахай еннерех, иккӗмӗш трактор пырать, тата сулахаярахра — виҫҫӗмӗш… тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш…За трактором Силина, чуть левее, следовал второй, еще чуть левее — третий… четвертый… пятый…
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн тракторӗ ҫыран хӗрринчи площадка урлӑ каҫса кайсанах, пӗр чарӑнмасӑр пырса, хуралта тӑнӑ пек ларакан лиственницӑна бульдозерӑн ҫивӗч кӗтессипе пырса ҫапрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Васканипе Беридзе кӑштах Силин тракторӗ айне пулмарӗ, вӑл трактора халех, кая юличчен, ҫыран хӗррине илсе тухма хушрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Силин ҫӳлтен, хӑйӗн тракторӗ ҫинчен, инженерсене сӑнаса пӑхса ларчӗ, вӑл вӗсем тата мӗн тума шутланине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӗҫсӗр ларасси те ҫук унӑн, тракторӗ те ҫӗмӗрӗлмест, сухара та, акнӑ ҫӗрте те, юрӑра та, ташӑра та — ку хӗр пур ҫӗрте те пуринчен те малта!
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Настя тракторӗ хыҫҫӑн ҫак сехетре ӗҫре пулман первомаецсем пурте уя тухрӗҫ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий, куҫса ҫӳрекен хӗрлӗ ялав тытса, хӑйӗн тракторӗ ҫинче тӑрса сӑмах каларӗ.Василий стоял на своем тракторе, держа в руках переходящее знамя, и говорил речь.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Уйсенчен ӗҫлеме чарӑнса машинӑсем кӗреҫҫӗ — «Беларусь», «ДТ-54» тракторсем — кусем Харьковри ветеран-завод кӑларнисем пулас; авӑ Липецк завочӗн тракторӗ гусеницисемпе пылчӑка ывтӑнтарать; сӑрт ҫинчен Челябинск улӑпӗ анать; ун хыҫҫӑн пур ӗҫе те тума ӑста пӗчӗк кировец тӑрлаттарса пырать.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ваҫҫа ирхине тракторӗ ҫине ларса тухса каятчӗ те – мӗн ҫӗрлеччен хиртеччӗ.Вася рано утром садился на трактор и уезжал - до поздна в поле.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
- 1
- 2