Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫыру ҫырма вӑхӑт нумай кирлӗ мар-ҫке», — тесшӗнччӗ Павӑл, анчах хӑй те нумайранпа ҫырманнине аса илчӗ те: — Мӗншӗн-ха, чӑнах, ҫыру ҫӳретме юратмастпӑр эпир, — терӗ, хӑйне те ӳпкелесе.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
«Пӑшалсӑр ҫӑлас ҫук эпир ӑна», — тесшӗнччӗ вӑл.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Каласа ярасшӑнччӗ, Сӑрьелӗнче Сарри ҫӗрпӳ патне кӗме ан манӑр тесшӗнччӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кая ан юл, тесшӗнччӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Пере-пере вӗлернӗ, — тесшӗнччӗ пулас эсир, Софья Георгиевна.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Калама ҫук пӑтранчӑк, тесшӗнччӗ эпӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫурри кӗтмелле тума та пулӗ тесшӗнччӗ эпӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Питӗ япӑх тесшӗнччӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Акӑ мӗн тесшӗнччӗ… — тӑсрӗ Джесси, — ӑҫта та-тӑр чӑн-чӑн туслӑх пурах ӗнтӗ, ун ҫине пӑхса илни питех те кӑсӑклӑ пулмалла.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ хуларан инҫетре-и е ҫывӑхра-и тесшӗнччӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
«Эпӗ пӗлетӗп, акӑ мӗскер, — тесшӗнччӗ вӑл.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Мӗн тесшӗнччӗ вӑл ҫакӑнпа — пӗлместӗп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Давенант пытармасӑр: «Эпӗ ҫак кунсенчи пек нихӑҫан та телейлӗ пулман», — тесшӗнччӗ, анчах вӗҫсе килекен утӑмсене илтрӗ те — алӑк еннелле ҫаврӑнма хӑяймасӑр мӗн каласшӑнне манса кайрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ялти пекех, Ванькка тесшӗнччӗ те, ку ҫынсем умӗнче ӗлккенрех курӑнсан аванрах-тем.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Кураймастӑн-и?» — тесшӗнччӗ, аплах калама чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Ара, мӗн курнине, мӗн пӗлнине тахҫан ах пӗтӗмпе каласа патӑм сана», — тесшӗнччӗ Телегин, хӗре куҫран пӑхрӗ те — хӑяймарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Сӑпани ҫинчен те», — тесшӗнччӗ вӗл, анчах чӗлхи ҫаврӗнмарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Сан телейӳ пур-ха тата, урӑх никама та кун пек ӑнмасть, мӗншӗн тесен сана ӑннӑ, ӑннӑ ҫав ӗнтӗ, хӑш-пӗрисене ҫапла ӑнать ҫав, эсӗ ӗненетӗн-и, ӗненместӗн-и мана, эпӗ вара питӗ лайӑх пӗлсе тӑратӑп, юн пӑсӑлни кун пӑсӑлни, ҫук-ха, юн пӑсӑлни тесшӗнччӗ, чирлех хӑрушлӑх, ҫук-ха ҫук, хӑрушла чир, ҫын чирлипех юлать, сывӑ пулсассӑн та вӑл чирлӗ, — чирлӗ мар, сывӑ мар, сывӑ та мар, чирлӗ те мар, сывӑ пулсан та сывӑ мар…
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вара, агента ӑсатса ярсан тата, алӑк патӗнче итлесе тӑрса, филер чӑнласах та йывӑр калушӗпе аялалла таплаттарса анса кайнине пӗлсе ҫитсен, доктор малти пӳлӗмри алӑка уҫса кӗчӗ те: шпик текех ҫук ӗнтӗ, эпӗ сире саланма ыйтатӑп, урӑх кунта ан килӗр, — тесшӗнччӗ ҫеҫ, — ухӑ пек янӑраса илтӗннӗ сасӑ ӑна пырса ҫапрӗ, сасартӑках каялла чактарчӗ, сӑмахӗ сӑнӑ пек чиксе илчӗ:
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ҫук, питех ҫине тӑмастӑр, тесшӗнччӗ эпӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.