Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Эпӗ ҫав кустӑрмасене «галгал» тенине илтрӗм.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: пилӗкӗре Вавилон патшишӗн ӗҫлеме авӑр, вара Эпӗ хӑвӑр аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, 22. Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Вавилон патшишӗн ӗҫлӗр тенине, итлеместӗр пулсассӑн, 23. Эпӗ ҫапла тӑвӑп: Иудея хулисемпе Иерусалим таврашӗнче савӑнӑҫ сассипе хӗпӗртӳ сасси те, кӗрӳ каччӑ сассипе ҫураҫнӑ хӗр сасси те илтӗнмӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче этем йӗрри те пулмӗ, тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн, 39. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп, 40. сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑй мӗн тӑвас тенине тумасӑр, ҫавна пӗтӗмпе туса ҫитермесӗр Ҫӳлхуҫа ҫилли иртсе каймӗ; ҫитес кунсенче эсир ҫакна лайӑх ӑнланса илетӗр.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑш чухне вара мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «ӑна йӗркелесе, тӗреклентерсе ярӑп» тесессӗн, 10. анчах вӑл Ман умӑмра усал ӗҫ тӑвать пулсассӑн е Ман сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна ырӑлӑх тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑш чухне Эпӗ мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «кӑклатӑп, хӗн кӑтартатӑп, пӗтеретӗп ӑна» тетӗп, 8. анчах ҫакна илтнӗ халӑх хӑйӗн усал ӗҫӗсенчен хӑпсассӑн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна усал тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эхер те эсир Эпӗ сире «шӑматкуна уяса тӑрӑр, шӑматкун Иерусалим хапхисем витӗр кӗрсе ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр» тенине итлемесессӗн, унӑн хапхисенче вут-ҫулӑм чӗртсе ярӑп та, вӑл Иерусалим керменӗсене ҫунтарса ярӗ, пӗр сӳнмесӗр ҫунӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа, 25. ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ вара, хӑйне пусма илсе каякан йӑваш путек пек, вӗсем мана хирӗҫ кавар тунине, «ку йывӑҫа ҫамрӑклах пӗтерер, ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрар, ятне те ан асӑнччӑр урӑх» тенине пӗлмен те.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир типӗ тытмалли кун та хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑватӑр, ыттисене йывӑр ӗҫ тума хистетӗр.Вот, в день поста вашего вы исполняете волю вашу и требуете тяжких трудов от других.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа, 13. кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хурлӑхлӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа сире ҫӑкӑр, хӗн вӑхӑтра шыв парӗ; Вӑл — сире Вӗрентекен, Вӑл текех сирӗнтен пӑрӑнмӗ, эсир Ӑна хӑвӑр куҫӑрпа курсах тӑрӑр; 21. эсир сылтӑмалла пӑрӑнсассӑн та, сулахаялла пӑрӑнсассӑн та хӑвӑр хыҫӑрта: «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» тенине илтетӗр.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша умӗнчен кайма ан васка, тӗлсӗр ӗҫе ҫине тӑрсах ан хӳтӗле: вӑл мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пултарать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мӑнаҫлӑ усал ҫын — вӑл мӑшкӑлҫӑ ятлӑ — тӑвас тенине чарусӑрла мухтанса тӑвать.24. Надменный злодей - кощунник имя ему - действует в пылу гордости.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те, тинӗсре те, пур тӗпсӗр вырӑнта та мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвать; 7. ҫӗр хӗрринчен пӗлӗт хӑпартать, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пирӗн Турӑ — тӳпере [те, ҫӗр ҫинче те]; мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвать.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. [Ҫӳлхуҫа] сана ху ӗмӗтленнине патӑр, ху тӑвас тенине пурне те туса ҫитертӗр.5. Да даст тебе [Господь] по сердцу твоему и все намерения твои да исполнит.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак кунсене Пурим теҫҫӗ, вӑл «пур» сӑмахран тухнӑ [ку «шӑпа» тенине пӗлтерет, вӗсен чӗлхинче шӑпа янине «пурим» теҫҫӗ].26. Потому и назвали эти дни Пурим, от имени: пур [жребий, ибо на языке их жребии называются пурим].
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Яш ача вара Ангела ҫапла каланӑ: Азария тӑванӑм, эпӗ ҫав хӗре ҫичӗ арҫынна качча панӑ тенине илтнӗччӗ, анчах ҫиччӗшӗ те туй тунӑ каҫах мӑшӑр пӳлӗмӗнче виле-виле выртнӑ-мӗн; 15. эпӗ аттен пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ун патне мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсессӗн, ҫавсем пек вилсе выртасран хӑратӑп; ӑна шуйттан юратать, вӑл ытти ҫынсене тивмест, ҫав хӗр патне ҫывӑхаракансене ҫеҫ вӗлерет.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.