Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унерпийӗ вӑраххӑн: «Килех» теет «вӑртаххӑм!»
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йывӑҫ ларать улӑп пек, Тӗттӗм ҫӗрте кашласа: «Чипер кайӑр!» — теет те Пуҫне таять ҫул парса.
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
41. «Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенӗшӗн иудейсем Иисуса ҫилленнӗ; 42. вӗсем каланӑ: Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр, епле-ха Вӑл: «Эпӗ ҫӳлтен аннӑ» теет? тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара килӗр — татса парӑпӑр, теет Ҫӳлхуҫа.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсир кӳрекен йышлӑ парне мӗн тума кирлӗ Мана? теет Ҫӳлхуҫа.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пире ун ҫине пӑхма та йывӑр: унӑн пурӑнӑҫӗ ыттисен пурӑнӑҫӗ пек мар, унӑн ҫулӗ-йӗрӗ те урӑхла: 16. пире вӑл киревсӗр тесе шутлать те пирӗн ҫулран тасамарлӑхран пӑрӑннӑ пекех пӑрӑнать, тӳрӗ ҫынсен вилӗмне телейлӗ вилӗм вырӑнне хурать, чапшӑн ҫунса, Турра хӑйӗн ашшӗ теет.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать: 29. «ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Наян ҫын: «урамра арӑслан! пӳртрен тухсанах вӗлерӗҫ мана!» теет.13. Ленивец говорит: «лев на улице! посреди площади убьют меня!»
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чӗрем Санӑн сӑмахна калать: «Манӑн сӑнӑма шырӑр» теет; эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Санӑн сӑнна шырам.8. Сердце мое говорит от Тебя: «ищите лица Моего»; и я буду искать лица Твоего, Господи.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ; 8. ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн, 9. инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр; 10. вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн, 14. ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн, 15. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр; 16. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ, 17. ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1