Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫинче — вӗҫӗмсӗр хӗрлӗ пусма татӑкӗсем.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Страницӑсем хушшинчен сӑнӳкерчӗксем, ҫырусем, таса хут татӑкӗсем тухаҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӗтел ҫинче — эрех кӗленчисем, ҫӑкӑр татӑкӗсем.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗлт тап-таса, кӑн-кӑвак, пӗчик пӗлт татӑкӗсем ҫинче хӗп-хӗрлӗ хӗлхемпе хӗвел вылять.Небо чистое-чистое, синее-синее, солнце играет на маленьких облаках красными-красными бликами.
VI // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Ларакансем ҫиеҫҫӗ; ӑшаланӑ какайӑн пысӑк татӑкӗсем алӑран алла куҫаҫҫӗ.Сидящие ели; большие куски поджаренного мяса переходили из рук в руки.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Тӗксӗм симӗс ҫӑра мӗлкесемпе тата хӗвелӗн ылтӑн пӑнчисемпе чӑпарланнӑ ҫутӑ чӗнтӗрӗсенче кӳллӗн вӗтӗ-вӗтӗ кӑвак татӑкӗсем ҫиҫеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫак ҫынсемпе юнашар пурӑнасси питӗ хӑрушӑ, вара эпӗ вӗсене ҫул ҫинелӗх пусма татӑкӗсем тыттартӑм та каялла кайма ирӗк патӑм.Опасно было держать при себе таких людей, и я, снабдив их на дорогу тканями, послал их обратно.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак тӗлте ман шухӑшсем куҫпа пӑхайми ҫутӑ та йӑлтӑркка карусель евӗрле ҫавӑрӑнма пуҫларӗҫ, ман пуҫӑмра темӗнле ҫыпӑҫусӑр, нимӗнпе те килӗшмен сӑмах татӑкӗсем ялкӑшса илсе каллех сӳнчӗҫ, хам вилес умӗн каламалли сӑмаха шухӑшласа тупас вырӑнне, хам та пӗлместӗп темӗнле майпа Арзамасра ӗлӗк туйсенче флейта калакан цыгана аса илтӗм.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Типӗ хут татӑкӗсем тивсе те кайрӗҫ, вут ҫулӑмӗ ҫавӑнтах урайӗнче выртакан улӑма ярса илчӗ.Большой ком серой сухой бумаги вспыхнул, и пламя потянулось к валявшейся на полу соломе.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Урайӗнче улӑм таврашӗ, хут татӑкӗсем, ҫӗтӗк-ҫурӑксем сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах темиҫе пушӑ ещӗк, ҫӗмӗрӗлнӗ тенкел тата темӗнле мӑка та йывӑр япалапа ҫапса ҫурнӑ алӑклӑ буфет пур.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шыв ҫинче арбуз хупписем, турпассем, хаҫат татӑкӗсем ытти ҫавнашкал ҫӳп-ҫапсем юхса каяҫҫӗ.По воде плыли арбузные корки, щепки, обрывки газет и прочая дрянь.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тимӗр татӑкӗсем хушшинче шыракаласа эпир пӗр ҫӑраҫҫи тупса юраттарса, ещӗкрен пӗр шарикне илсе, ҫӑраҫҫине каллех хӑй вырӑнне пӑрахсаттӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шыв ялти ҫатан карта ҫийӗнчи сывлӑш пек янкӑр, тӑрӑ, эпӗ юхан шыв тӗпне куратӑп, хӑйӑрӑн таса сийӗсем, хурарах юшкӑнпа ҫурри таран хупланнӑ пӗренесем, хӑма татӑкӗсем; вӗсен ҫийӗн ҫуначӗсене ерипен хуската-хуската пулӑсем тӑраҫҫӗ: шултрисем, вӗттисем, вӗсен айӗнче, аялта, шыв курӑкӗ сип-симӗс — кайӑксем вӗҫе-вӗҫе анакан улӑх-ҫаран тӗмӗсем евӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Сӗтел ҫитти тап-таса, тирпейлӗ, унта савӑт-сапа лартса тухнӑ; кофейник пӑсланать; ҫӑкӑр, улма-ҫырла, сыр, сухан, каснӑ паштет татӑкӗсем — пачах хӑнӑхман ӳкерчӗк: вӑл хӑй утса ҫӳресе е тӑрса, кӗнеке вуланӑ май ҫырткалани аса килчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Аян халхавпа кӗрешет, шухӑшӗсен пӗр сасӑллӑ капламӗ ӑна тертлӗ тимлӗхре тытать, юлашки кунсен ӳкерчӗкӗсем, тӗлӗк татӑкӗсем пек чарусӑрскерсем, сывлӑшӑн хура стенинче пӑтранаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ассоль урай сӗрсе пӗтерчӗ те кивӗ япаларан пӑсса ҫӗленӗ юбка вӗҫне хурта тыттарма ларчӗ, анчах ҫавӑнтах пусма татӑкӗсем куҫ кӗски хыҫӗнче выртнине аса илсе ун патне пычӗ, тӗркене туртса кӑларчӗ; унтан тӗкӗр ҫинчи хӑйӗн сӑнне пӑхрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӑм татӑкӗсем питӗ хытӑ та тикӗс мар пулнӑ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Патаксемпе тата хысаклӑ ҫӳхе чулсемпе вӗсем чӑх ҫӑмарти пек тӑм татӑкӗсем кӑларма тытӑннӑ.Палками и острыми камнями они начали выкапывать куски глины величиной с куриное яйцо.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Унта та кунта мамӑк татӑкӗсем выртаҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Кӑвайт патӗнчи курӑк ҫине хӑйӗн пӗтӗм инструментне: темиҫе хаҫат, брошюрӑсем, чернил кӗленчи, хут татӑкӗсем кӑларса хунӑ хӗрача патне пырса тӑнӑ Агриппинӑн сӑнӗ синкер пулнӑ, вӑл хӗрачана пыртан ҫыртса татма хатӗрленнӗ пекех туйӑнать.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.