Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа ҫылӑхлӑ-илӗртӳллӗ тӗнчерен Варнава тӑванӑмӑн тӑнӑҫ кӗтесне чунӑма тасатмашкӑн тухса каятӑп.Посему удаляюсь от мира соблазнов в тихий уголок брата Варнавы для очищения духа.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Эпӗ часах ҫитесси ҫинчен пӗлтерме, его величествӑран вӑл хӑйӗн тронӗ айӗнчи тусана ҫуласа тасатмашкӑн мана хӑш кунта тата миҫе сехетре ирӗк пама пултарасси ҫинчен ыйтса пӗлмешкӗн малтан йыхравҫӑ ячӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хуртсем унӑн шӑлӗсене тасатмашкӑн тата ҫухӑракан, чӗриклетекен алӑксене сӗрмешкӗн хӑйсенчен кирлӗ япаласем кӑларса панӑ.Гусеницы выдавливали из себя пасту для чистки зубов и смазывания скрипящих дверей.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Участокӑн кивӗ начальникӗ патне кайса килтӗмӗр, вӑл пирӗн ҫине аллипе ҫеҫ сулчӗ, ҫӗнни вара халлӗхе юр тасатмашкӑн тухма хушрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Строительство начальникӗ ҫул тасатмашкӑн ҫынсем илсе тухма, пӑр ҫине тракторсем кӑларма хушрӗ.Начальник строительства приказал вывести людей на расчистку дороги и пустить на лед трактор.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ман хыҫҫӑн чӳлмексем тасатмашкӑн пирӗн полкра ҫыннисем те ҫук, — терӗ Голышев, хӑйӗн врачне итлемесӗр, хӗрӳленсе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ваше превосходительство, хушӑр мана, пӗр рота салтак тата ҫур сотня казак илсе, Белогорск крепӑҫне тӑшманран тасатмашкӑн кайма.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хайхи экстрасенс ҫемьене «тасатмашкӑн» укҫа кирлине пӗлтернӗ.
Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html
12. Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.12. то и Иисус, дабы освятить людей Кровию Своею, пострадал вне врат.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗре тасатмашкӑн Израиль килӗ вӗсене ҫичӗ уйӑх хушши пытарӗ.12. И дом Израилев семь месяцев будет хоронить их, чтобы очистить землю.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар, 3. кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ; 4. эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та 49. Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен; 50. хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса мар ҫынна тасатмашкӑн ҫылӑхшӑн ҫунтарнӑ парне кӗлне савӑта хуччӑр та унта чӗрӗ шыв яччӑр; 18. кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр; 19. таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, 11. мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать; 12. Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 30. сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ; 31. ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2