Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атте кӑнтӑрла ҫывӑрма юратмасть, ӑнсӑртран ҫывӑрса кайрӗ пулсан, вӑрансан, шутсӑр тарӑхать.Днем отец не любил спать, а уж если, случалось, засыпал, то вставал сердитый и недовольный.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
«Хрен» тарӑхать: «Шуйттан илесшӗ. Минӑсем станцинчех ҫурӑлсан, нимӗҫсем халех диверсантсене шырама тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Козельцов вара взятка илекенсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ, тӗрӗссипе каласан, вӑл кӑштах тарӑхса калаҫать, взятка илни киревсӗр ӗҫ иккенне кура мар, урӑххишӗн, ҫав взяткӑпа усӑ куракан ҫынсем пурришӗн тарӑхакан ҫын тарӑхӗпе тарӑхать вӑл.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Калугин ҫак чӑн-чӑннипех ҫын пурӑнакан пӳлӗм евӗрлӗ блиндажа пӑхса ларнӑ май тупӑ кӗрслетнӗ сасӑсене итлесе ларать, блиндажра вӗсен сасси вӑйсӑртарах илтӗннӗ пек туйӑнать, хӑй те ӑнланса илеймест вӑл, мӗнле майпа-ха икӗ хутчен хӑраса ӳкме пултарнӑ вӑл; хӑйне хӑй тарӑхать вӑл, унӑн каллех хӑрушлӑх умӗнче тӑрас килет, хӑйне хӑй ҫӗнӗрен сӑнаса пӑхас кӑмӑлӗ пур унӑн.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Тарӑхать ӗнтӗ: халех ак кунталла кӗрслеттерет», тет хӑшӗ те пулин; чӑн та, ҫакӑн хыҫҫӑнах эсир хӑвӑр умӑрта ҫиҫӗм йӑлтлатса илнине, тӗтӗм мӑкӑрланса тухнине куратӑр; часовой вара, бруствер ҫинче тӑраканскер, «Ту-упӑ»! — тесе кӑшкӑрса ярать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Леночка пӗрмай темӗншӗн тарӑхать, кӳренет, пурин ҫинчен те шухӑшлать, пуриншӗн те хумханать…»Леночка всё что-то нервничает, огорчается, обо всех думает, за всех беспокоится…»
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл хӑй ҫине хӑй тарӑхать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Халӑх тарӑхать.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Патша Российинче вӗреннӗ ҫын пулни преступлени шутланать, — тарӑхать Володя.— Быть образованной женщиной в самодержавной России считается преступлением, — негодовал Володя.
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Галя унӑн ҫурӑмӗ ҫине, тепӗр чухне тата пуҫӗ ҫине пырса ларсан, Мартик уйрӑмах хытӑ тарӑхать.Особенно когда Галя садилась к нему на спину или еще хуже — на голову.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пирӗн палаткӑсем ҫине ҫил хаяррӑн киле-киле тапӑнать, пире эвенк ҫемйине ҫӑласшӑн тӑрӑшнӑ сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗте пӗтернӗ пек пӗтерейменшӗн ытла та хытӑ тарӑхать пулас вӑл.
Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.
Вӑл тарӑхать, шалт ҫурӑлса кайиччен ҫилленет, чакалашать, ятлӑхне ҫӗртет, сутӑнчӑка тухать, юлашкинчен вара капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр шалкӑмпа-мӗнпе хутланса ӳкет те тытамак чирӗпе хӗне кайса вилет.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тарӑхать, тилмӗрет вӑл хӑй ӑшӗнче.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Зоя та тарӑхать, анчах шавламасть; вӑл е тутине ҫыртать, е чышкине чӑмӑртать.Зоя тоже волнуется, но молча: закусывает губу или крепко сжимает свободную руку в кулак.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура кам мӗнле ҫӳренине кашнине сӑнаса пырать, тарӑхать, тавлашать, вӑйӑра ҫӗнеймесен — хӗрелсе каять.Шура азартно следит за каждым ходом, горячится, спорит, а проигрывая, краснеет, сердится.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Чун тарӑхать, чӗрем ҫунать, аптранӑ енне кирлӗ-кирлӗ марпах ӑшна пусаратӑн.Вот душа-то и мечется, горит, тут уж поневоле ее чем-то утолить надо…
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Тӑрпалтай, мехлюк, ӳлӗмрен те пулин ҫакӑн пек пулса тӑрасран сыхланасчӗ-ҫке», — тесе, Шерккей тем пек тарӑхать те, ӳкӗнет те.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Микинь тарӑхать:
Ҫуна ҫулӗ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 29–30 с.
— Мана темӗн тӗл пулмаҫҫӗ те тӗл пулмаҫҫӗ! — тарӑхать Алюна.— Мне что-то всё не попадаются и не попадаются! — сердилась Алёнка.
Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Республиканецсен салтакӗсенчен пӗри чӗререн тарӑхать; король тата дворянсемпе чиркӳ ҫыннисем епле пулсан та Вандейӑн тӗттӗм хресченӗсене тарӑхтарма, Мишель Флешар упӑшки аллине пӑшал тыттарса, тӑшман ҫине алӑ ҫӗкленӗ пек, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗ ҫине, Франци ҫине, республика ҫине алӑ ҫӗклеттерме май тупнӑ-ҫке-ха!
III // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.