Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑ, йытта хӑптарас тесе, усал сӑмахсем пӗрӗхтере-пӗрӗхтере пулас, апла та капла тапкалашрӗ, ҫапкалашрӗ, чӗркуҫленсе те илчӗ, анчах манӑн «вӑрттӑн сыхлакан», ӑна та, кӑна та тӳссе, шӑлне вӗҫертмерӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пурис паҫӑрхинчен те ытларах тапкалашрӗ, хирӗҫлесе пуҫӗпе сулкаларӗ, малалла тӗревленнӗ урисемпе ҫӗре «сухаларӗ», кӑшкӑрашрӗ, ҫухӑрашрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ҫук, ҫук, эп ҫаптармастӑп, — Иливан аллинче ҫак самантра чӗн саламат пулнӑ евӗр, ларнӑ ҫӗртех алли-урипе тапкалашрӗ Сарье.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мери вуласа тухрӗ, аллисене саркаларӗ те йӗрсе ячӗ, кресло ҫине ӳксе ыратнӑран урисемпе тапкалашрӗ.Мери прочла, всплеснула руками, заплакала и упала в кресло, топая ногами от боли.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫнӗрен, таса мартан пӑхӑрланнӑ ӳчӗ сывлӑшра пӗкӗлле йӑлтӑртатрӗ, пӗвен лӑпкӑ сийӗ нумай-нумай унка куҫса сирпӗнчӗ-саланчӗ, ишевҫӗ ури шыв ҫийӗнче юлашки хут тапкалашрӗ те ҫухалчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Шӑрттан Имечӗн аллинчен мӗнле те пулин хӑтӑласшӑн пулса, Касим тем пек тапкалашрӗ, анчах хӑтӑлаймаӗ, юлашкинчен ирӗксӗрех аллисене вӗҫертсе ячӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫав вӑхӑтра замок библиотекинче Жоржетта ыйхӑран вӑранчӗ, ҫывӑракан пиччӗшӗсене сывлӑх сунса, хӗрлӗ урисемпе тапкалашрӗ.
I. Вилӗм ҫывхарать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Клисурӑ ҫыннисем умӗнче хӑйне лӑпкӑрах тыткаланӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, чӗри хӑйӗн ҫав вӑхӑтрах юнпа имрелчӗ, вилеймен чун пек тапкалашрӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1