Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Юрӗ нӑшӑклатма, — тесе хучӗ Имет, — май пулсан, сӳсменӗ тупӑнӗ-ҫке.— Ладно вам ныть, — решительно произнес Имет, — была бы шея, а хомут найдется.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑкӑрсем, анаталла анакан урапана чарса, кайри урисем ҫине лараҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ, вара сӳсменӗ пуҫӗ ҫине анса, мӑйракисене пыра-пыра шаккать…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак ҫывратса яракан кустӑрма сасси, пӗр манерлӗ чӗриклетсе пыракан мӑйрака сӳсменӗ, ӑшӑ кун йӑлтӑртатни те…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пусӑ тулли ҫын, лобогрейкӑсем ҫунаттисене пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрса пыраҫҫӗ, вӗсене тӑватӑ лаша е мӑшӑр самӑр вӑкӑр кӳлнӗ, — хӑвалакансем е йӗнер ҫинче, е вӑкӑрсен йывӑҫ сӳсменӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, унтах пӗр лаша кӳлнӗ урапа кайӑк йӑви пек курӑнса каять, ҫав йӑвара е трактор бригадин бригадирӗ, е участокри агроном ларать; лере ҫеҫенхир тӑрӑх ҫип ҫапнӑ пек тӑсӑлса вӑкӑр лавӗсем пыраҫҫӗ — урапа ещӗкӗсем ҫинче типӗ тырӑ йӑлтӑртатса выртать, ҫав тырӑ ҫинче ачасем лараҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хӗвелпе шуралса кайнӑ, вӗсем вӑкӑрсене хӑваласа пыраҫҫӗ; тепӗр енче унталла та кунталла грузовиксем вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ, ҫил сирейми тусан ҫӗклеҫҫӗ, — вӑл вӑрҫӑри тӗтӗм карри пек курӑнать, ун айне пытанса пӗр дивизи ҫапӑҫӑва кӗме пултарнӑ пулӗччӗ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумайччен итлесе тӑчӗ Ҫемен, хурлӑхлӑн, куҫҫуль тухас пек хурлӑхлӑн туйӑнчӗ ӑна: тачанка урапи кӗрлени, вӑкӑр сӳсменӗ чӗриклетни, юрри те, купӑс сасси те уншӑн ӑнланмалла хӑнӑхнӑ сасӑсем пулман, ҫавӑнпа ӑна кичем шухӑш пуснӑ ахӑр.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мӑйӗ пулсан, сӳсменӗ кирек хӑҫан та тупӑнать, — нимӗн пытармасӑрах шеллесе канаш пачӗ пӗр хӗрарӑмӗ.Была б шея, а ярмо будет, — с нескрываемым сожалением посоветовала одна.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дуняша вӑкӑр сӳсменӗ ҫине ларнӑ та ҫинҫе-ҫинҫе сасӑпа юрлать.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Давыдов склад хыҫӗнчи иккӗмӗш лаптӑк вӗҫнелле пӑхрӗ те, унта чӑнах та тытӑҫу евӗрлӗ темскерле япала пулса иртнине курах кайрӗ: Майданников, аллине тимӗр сӑнӑ тытнӑ та, ӑна хӗҫ пек ҫавӑркаласа тӑрать, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Атаманчуковӗ вара хӑрах аллипе ӑна вӑкӑр сӳсменӗ патӗнчен тӗрте-тӗрте ярать, тепӗр аллине чышкӑласа чӑмӑртанӑ, ҫурӑм хыҫне тытнӑ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл каярах тӑракан Давыдов патнелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ, картиш варринче выртакан вӑкӑр сӳсменӗ ҫине сасартӑк такӑнчӗ те пӗшкӗнсе сӳсменӗн тимӗр тиркӗчне туртса кӑларчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
24-25. Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑ кун акӑ мӗнле пулӗ: унӑн йывӑр ҫӗклемӗ санӑн хулпуҫҫийӳ ҫинчен, унӑн сӳсменӗ санӑн мӑю ҫинчен хывӑнса ӳкӗ; самӑр ӳтрен сӳсмен хӑйпӑнса ӳкӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21. хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22. кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23. унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24. унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал арӑм вӑл — вӑкӑр сӳсменӗ, каллӗ-маллӗ ҫапӑнакан сӳсмен; ӑна илекенӗ — скорпиона алла тытаканпа пӗрех.9. Движущееся туда и сюда воловье ярмо - злая жена; берущий ее - то же, что хватающий скорпиона.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1