Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне передовой ытти вырӑнсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмастчӗ, ӑна ҫывӑхри пушарсем пӗлӗте хӗретнипе, автоматсем шатӑртатса тӑнипе, нимӗҫсен сӳнме пӗлмесӗр йӑлтӑртатакан ракетисен кӑвакрах ҫутипе ҫеҫ чухласа илме пулатчӗ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ҫӗрӗпех сӳнме пӗлмерӗ ракета йӑмӑх ҫути окопсен ҫийӗнче.Всю ночь, не погасая, трепетали над их окопами белёсые вспышки ракет.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Юрӑ пире те, сӑмахӗсене ӑнланмасан та, питӗ илӗртрӗ, казахсем вара пысӑк тимлӗхпе, йӗри-тавра мӗн пуррине манса кайса, вӗреме кӗнӗ пӑтӑ котелокран кӑвайтӑн сӳнме пуҫланӑ кӑварӗ ҫине тӑкӑнса, таврана тутлӑ шӑршӑ сарнине асӑрхамасӑр итлерӗҫ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Инҫетри хӗвеланӑҫӑн сӳнме пуҫланӑ ҫутисем еннелле колоннӑпа пӗрле кайнӑ ман, Хаецкий кун каҫа ӑшӑннӑ уйсенчи ачаранпах пӗлекен ҫурхи шӑршӑсене сисӗмлӗн шӑршласа пырать.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫапла тумаллах пулнӑ ҫав, мӗншӗн тесен буровойра каллех кислород баллонӗсем ҫурӑлса кайрӗҫ, сӳнме пуҫланӑ пушар вара каллех вӑйланса кайрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӗксӗм кантӑк-калпаксем айӗнче сӳнме патне ҫитнӗ кӑварсем хӗрлӗн ялкӑшса выртнӑ пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫын ӗмӗрӗ чӑнласах та сӳнме пуҫланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Петр Романович, вырӑн ҫинче лараканскер, сӳнме пуҫланӑ вутпуҫҫине патакпа хаяррӑн ҫапма тытӑнчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«Ҫирӗп пул!» — терӗ вӑл темиҫе хут хӑйне хӑй, тархасларӗ, хӑйне хӑй хушса хистерӗ, ҫакӑнпа хӑйӗн чӗринчи шанчӑк хӗлхемне чӗртсе пычӗ, ӑна сӳнме памарӗ, вӑл вара, ҫав хӗлхем, ӑна кӗрешме пулӑшрӗ.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Чакаҫҫӗ, пӗрмаях чакаҫҫӗ, — тенӗ вӑл йывӑррӑн сывласа, сӳнме пуҫланӑ куҫӗсемпе хӗрӗ ҫине тархасланӑ пек пӑхса.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Твермине патӗнчи ҫурмаутрав ҫинче ҫӗрӗпех кӑвайтсем ҫуннӑ; вырӑс флотилийӗ тӑнӑ вырӑнта халӗ пурӗ те вут ҫутине сӳнме парас мар тесе кӑвайт хурса тӑракан хурал кӑна юлнине никам та чухласа илме пултарайман.
Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вулакансемшӗн кун пек мыскарасем хаваслӑ пек кӑна туйӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ҫулҫӳревҫӗсемшӗн вӗсем питех те хӑрушӑ пулнӑ, пурнӑҫ та сасартӑках сӳнме пултарнӑ.
Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.
Вӗри пулин те, чӑн-чӑн шывах; ку шыв пирӗн сӳнме пуҫланӑ пурӑнӑҫа чӗртсе, чӗресене таптарма пуҫларӗ.Это была вода, хотя и теплая, но она возвращала нам угасавшую жизнь.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Лампӑра краҫҫын пӗтрӗ, ҫутӑ шӑтӑртаткаласа сӳнме пуҫларӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чир хӑвӑрттӑн вӑйланса пычӗ, старик куҫ умӗнчех сӳнме пуҫларӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тулта тӗттӗм пулнӑ, тӗттӗм сирӗлмен пирки ҫӑлтӑрсем те сӳнме ӗлкӗреймен.За окном было темно, и звезды еще не все успевали погаснуть в ночном небе.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ӑна сӳнме пуҫланӑ паровоз аран-аран сӗтӗрсе ҫитерчӗ; тендер ҫинче пӗр вутӑ сыппи те ҫук, кӑмакинче юлашки вутпуҫҫисем ҫунса пӗтеҫҫӗ.Его едва приволок сюда выдыхающийся паровоз; на тендере ни одного полена, в топке догорали остатки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗрӗр сӳнме пуҫланӑ лампада ҫине, сӳнтӗр вӑл…
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак, хӑюсӑр шанчӑк та минутран минутах сӳнме пултарнине кӗтсе пурӑнни ӑна хӑратнӑ.Мысль, что и эта робкая надежда с минуты на минуту может исчезнуть, страшила ее.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сӳнме пуҫланӑ кӑвайтӑн аялтан ӳкекен тикӗс мар ҫути пит-куҫне шупкарах хӗрлӗ сӑн кӳрсе чиперлетет, шӑлӗсемпе пуҫа ҫыхнӑ тутӑрӗн чӗнтӗрӗ куҫа шартармалла шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.