Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗт сăмах пирĕн базăра пур.
сӗт (тĕпĕ: сӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сӗт сахал паратӑн», — тет, «Йывӑҫа кӑшлатӑн», — тет.

Помоги переводом

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Ӗне сӑваканскер, сӗт вӑрланӑ пулӗ-ха.

Помоги переводом

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

«Ку сӗт сӑвакана, — ӳпкевлӗн сӗлекине ҫӑтрӗ вӑл. — Ку хӗрарӑмӑн ҫуратмалла та ҫуратмалла…», — чӑлханса пӗтнӗ шухӑшсемпе киленчӗ вӑл, ҫавӑнпа та сӑмах тупаймарӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑкӑр, аш-какай, сӗт — пурне те запаса, пулас вӑрҫӑ валли.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ хӗрне пӗр стакан сӗт пачӗ те лешӗ, тӑраннӑскер, каллех мӑшлата пуҫларӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Толик ҫывӑрса тӑранайманнипе хӗрелнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, хута тӗлӗнсе вуласа тухрӗ, пӗр стакан сӗт ӗҫрӗ те повесткӑра каланӑ пек район центрне васкарӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пайӑркин хӗррипе ҫурма ҫӗр хӑни хӗрарӑмӑн сӗт пек шурӑ питҫӑмартийӗсене сӗртӗнчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ те ҫук, анчах курӑк яшкине е мӑян пашалӑвӗ ҫумне сӗт хушма, «апата шуратма» май пулни паха.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тин ҫеҫ ӑнланчӗ вӑл: сӗт пачах та ҫук унӑн.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑкӑрне хыпашласа пӑхрӗ, самаях имшерленнӗ иккен вӑл, чӗчӗ пуҫне тытрӗ, туртса сума хӑтланчӗ, анчах сӗт вырӑнне юн сӑрхӑнчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗсем, сӗт пек шурӑ пичӗ ҫинче, ну чӑнах ашшӗнни пек, сӗлекине юхтарса амӑшӗн кӑкӑрне сӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗт пек шурӑ тир, ахаль чухне тӗксӗмрехскер, пурҫӑн пек ҫуталса кайнӑ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа, темшӗн ҫаппа-ҫарамас, вӑтанмасӑр тулли, сӗт бидонӗсене аса илтерекен кӑкӑрӗсене сулласа, такмак кӗввипе ташлать пек:

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӑҫан сӗт килсе паран?!

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малалла цифрӑсем: «Сӗт — 360 литр, аш — 40 килограмм, ҫӑм — 2,5 килограмм, ҫӑмарта — 100 штук, ҫӗрулми — 150 килограмм».

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Е тӑвар ыйтма, е чирлӗ ҫын валли кӑкшӑмпа сӗт илсе килет.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн генеральнӑй директорӗн заместительне Ирина Антонюка, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Зинаида Павлована, «Санары» агрофирмӑн кӗлет заведующине Елена Петрована, Тавӗпе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн аппаратчикне Татьяна Краснована чысларӗҫ.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӗсем - Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бригадирӗ Надежда Афанасьева, операторӗ Ирина Григорьева, «Санары» агрофирма тӗп бухгалтерӗн заместителӗ Наталия Яковлева, «Янгорчино» хуҫалӑх механизаторӗ Валерий Николаев, «Мураты» кооператив водителӗсем Илья Петровпа Олег Петров, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн зоотехникӗ Людмила Ермолаева, водителӗ Михаил Ильин, тракторисчӗ Андрей Семенов, обвальщикӗ Алексей Ильин, аш-пӑш техӗмлекенӗ Татьяна Петрова, сысна комплексӗн ӗҫченӗ Мария Захарова, Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн лаборанчӗ Надежда Антонова, аппаратчикӗ Наталья Васильева, маҫтӑрӗ Надежда Семенова тата Уйкас Кипекри ветучасток заведующийӗ Галина Иванова.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Фойере «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи, «Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗ» тулли мар яваплӑ общество, Калинино райповӗ хӑйсем кӑларакан юр-варпа паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней