Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пушмак пӑрусен сӗтне ытти ӗнесем ҫине шутланисӗр пуҫне, тата мӗн чухлӗ сӗт ӳстерсе ҫыртӑр, сысна ҫурисем валли тесе мӗн чухлӗ сӗт пӗтернӗ — куна пӗр Шалымов ҫеҫ пӗлет, анчах ӗмӗрне те каламасть!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Анчах ак пӑх-ха, шкула сӗт илсе килнӗ те, анчах эпӗ, мӗнле сӗт иккенне пӗлесшӗн пулса, ирхи апат пама чарса тӑратӑп, лайӑх сӗт пулсан малашне те вӗсенченех илнӗ пулӑттӑмӑр, начар пулсан илмен пулӑттӑмӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Алкогольсӗр ӗҫмеллисем шутне мохи (ытлах йӳҫмен сӗт) тата дахи (сӗтрен тунӑ ӗҫме) кӗреҫҫӗ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
— Ӑмӑшӗ сӗт килсе парсах тӑрать те, татӑк мар сӗтрен эпир.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫапла вара, кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Владимир Николаев («Мураты») - «чи лайӑх тракторист», Юрий Леонидов («Янгорчино») - «чи лайӑх водитель», Ирина Константинова (Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑх) - «чи лайӑх доярка», Алина Никитина (аш-какай комбиначӗ) - «чи лайӑх свинарка», Владимир Крипчаков («Санары») - «чи лайӑх комбайнер», Лев Курманин («Агрохмель) - «чи лайӑх хӑмлаҫӑ», Елена Савина (аш-какай комбиначӗ) - «аш-пӑш тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», Елена Туйманкина (типӗтнӗ сӗт завочӗ) - «сӗт тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
Сӗт паракан выльӑха лайӑх пӑхсан тата сивве тӳсекен ӑратсем суйласа усрасан, ҫав выльӑх сӗт нумай ытларах пама пултарать.
Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Сӗтӗн туянакан хакӗ чакнӑран паянхи кун сӗт рынокӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлах мар.
Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/
Эпӗ малтан сӗт ҫиесшӗнччӗ, анчах Данил Макарович ман патнус ҫинчи сӗте ҫийӗнчех каялла илсе лартрӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Пӗчӗккисем пурте сӗт юратаҫҫӗ, сӗт юратнӑран хӑвӑрт ҫитӗнеҫҫӗ».
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унсӑр пуҫне малашне муниципалитетсенчи фермерсене халӑхран сӗт пухтарса, ӑна сивӗтмӗшре шӑнтсан тин сӗт заводне яртарасшӑн предприяти ертӳҫисем.
Сӗт ыйтӑвӗ канӑҫ памасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60743
Килти хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакӗ пӗр уйӑхра 18 тенкӗ те 80 пус таран (иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 21 процент сахалрах), сӗте ӗҫлесе хатӗрлекен предприятисен хакӗ 10 процент (26 тенкӗ те 6 пус таран) чакнӑ.
Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/
Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри ялсенчи уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен сӗт туянакан юридика сӑпачӗсем тата уйрӑм предпринимательсем чӗр тавара 23-28 тенкӗпе туяннӑ, кӑҫал вара 1 килограмм сӗт хакӗ 20-23 тенкӗ анчах.
Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/
Пӗлтӗр кунта 3115 тонна сӗт (районта иккӗмӗш кӑтарту) туса илнӗ, производствӑна 29 процент ӳстернӗ, кашни ӗнерен сӗт сӑвасси 7100 килограмран иртнӗ.
Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/
Сӗт тутарла та сӗт.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сӗтпе чей те ӗҫетпӗр, пӗрер курка сӗт те ӗҫтереҫҫӗ.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ачасем пӗр эрне сӗт ҫисе курман, Виталий кашни кун магазина сӗт илме хӑй ҫӳрет, арӑмне кӗпе-йӗм ҫума пулӑшать, шыв тухса тӑкать, сухан шуратать — питӗ аван упӑшка.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
«Сӗт мӗншӗн чакартӑр, мӗншӗн кая юлтӑр, ӗнӳсем ҫулла та качака чухлӗ ҫеҫ сӗт параҫҫӗ!» тесе вӑрҫассӑн туйӑнать.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.
Сӗт пулсан, сӗт ҫинче ҫӑрмаллаччӗ те, пулмарӗ ӗнтӗ…
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.