Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пшеничкинӑн пӗтӗм сӑмахӗ ӑна пачах та тивмен пек, хӑй татӑклӑн йышӑннине пӗлтернӗ пек, ӑна никам та сӳтсе явас ҫук пек каланӑ вӑл.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Пурте пӗр харӑс, ун сӑмахӗ пӗтессе шанмасӑр, ассӑн сывласа ячӗҫ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Ясек ҫирӗп ҫын, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан каччӑ, ҫавӑнпа Марыся ӑна ӗненет: хӑй мӗн каланине тӑватех вӑл.Ясек был парень твердый и упорный, и Марыся верила, что как он сказал, так и сделает.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Сан стариккӳ ҫаплах хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрать пулсан, вара эпӗ улпута сататкӑ парӑп, пӳрте сутӑп, пур хуҫалӑха сутса ярӑп та кайӑп.— Раз уж так уперся твой старик, я отдам пану задаток, продам избу, продам все хозяйство и поеду…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Памасан — мировой патне, сӑмахӗ те ҫав ҫеҫ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Зубавин пӗлтернине Громада тӗрӗслерӗ, ун сӑмахӗ чӑнах иккенне пӗлчӗ.И, даже проверив данные Зубавина и убедившись в их достоверности, Громада не изменил своего решения.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Павӑл шанчӑклӑн калани, унӑн сӑмахӗ пысӑк хисепре тӑни ӑна пӗтӗмпех иментерчӗ, иккӗлентерчӗ.Самоуверенность и авторитет Павле опрокинули все его доводы.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чи малтанах эпӗ хамӑн мӗнпур ӗҫӗм-хӗлӗмре тата хӑтланусенче «noble» пулма ӗмӗтлентӗм (эпӗ: ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын тесе мар, noble тесе калатӑп, мӗншӗн тесен француз сӑмахӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, ҫакна нимӗҫсем ӑнкарнӑ, вӗсем noble сӑмаха йышӑнса, ӑна ehrlich сӑмах ӑнланӑвӗпе пӑтраштармарӗҫ), унтан вӗри чӗреллӗ пулма тата, юлашкинчен, хам унчченех ӗмӗтленнӗ пек, ытларах comme il faut пулма шутларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна мӗнле майпа асӑнтарма пултарассине хам пачах та пӗлместӗп, сӑмахӗ кӑна ҫапла тухса кайрӗ.Чем это я хотел задать ему, я решительно не знаю, но так это пришлось к слову.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, вӑл хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрать.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн юлашки сӑмахӗ хӑй калас темен ҫӗртенех сиксе тухрӗ.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сасартӑк тени вӑл — сӑмахӗ ҫапла пырать.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Сӑмахӗ унӑн кӑткӑс, марччӗ, кашни сӑмахнех ӑнланмаллаччӗ, кашни сӑмахӗнчех пысӑк шанчӑк пурччӗ:Речь была простая, и каждое слово в ней было понятно, каждое слово исполнено надежды:
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Володин йӗркеллӗ ответлерӗ, анчах унӑн сӑмахӗ ытла яках пулмарӗ, вӑл кирлӗ сӑмахсене тӑруках тупса пыраймарӗ.Володин отвечал толково, но не очень складно, не сразу находя нужное слово.
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн сӑмахӗ — саккун; вӑл мӗнле калать — ҫаплах пулать, анчах хӑй вӑл пӗртте командӑсем памасть, пӳлсе лартмасть, ятламасть.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗлетӗр-и ик тени вӑл, педологсен сӑмахӗ тӑрӑх, ача ӑстӑн тӗлӗшпе миҫе ҫултине палӑртни пулать.— Вы знаете, IQ — это, по определению педологов, умственный возраст.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта кашни сӑмахӗ тӗрӗс пулнӑ, кашни сӑмахӗ пӑшӑрхантарнӑ та ҫӗнӗрен шухӑшлаттарнӑ.Тут каждое слово было верно, каждое слово тревожило и заставляло заново думать.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах халӗ унӑн сӑмахӗ ҫав тери ӑнӑҫлӑ пулчӗ:
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Подсолнушкин тӗлӗпе чупса иртнӗ чух, Андрей ӑна тем каларӗ, сӑмахӗ ытла йӑваш сӑмахах пулмарӗ пулмалла — Подсолнушкин хӑйӗн шӑл ыратма пуҫланӑ пекех пулса, пуҫӗпе ывӑтса илчӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав коллективӑн сӑмахӗ пирӗншӗн закон пулнӑ, вӑл сана тиркени ху мӗнпе айӑпа кӗни ҫинчен пур енчен те шухӑшлаттаратчӗ, вӑл сана ырлани сана телейлӗ тӑватчӗ, хӑвна ӗненме пулӑшатчӗ.
9 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.