Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таврана сывлӑмпа чечек шӑрши сарӑлнӑ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вӑл сылтӑм аллипе, хӗвелпе пиҫсе саралнӑ пӳрнисене чармакласа, халӗ кӑна нӳхрепрен кӑларнӑ сивӗ сӗт чӳлмекне тытнӑ; чӳлмек ҫийӗ кӗмӗшке пек сывлӑмпа витӗннӗ; карчӑк мана сулахай аллипе пысӑк чӗлӗ ӑшӑ ҫӑкӑр парать.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Базаров икӗ сехет иртсен ҫеҫ хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмне, аттисене сывлӑмпа йӗпетсе, ҫилленсе, кичемленсе тавӑрӑнчӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем ҫуначӗсем ҫинче сывлӑм тумламӗ илсе хӑпарнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсен юррисем сывлӑмпа йӗпеннӗ пек туйӑнаҫҫӗ.На крыльях своих они, наверно, унесли капли росы, и песни их казались орошенными росою.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Пичӗ хӗрелнӗ, сывлӑмпа ҫунӑ пекех таса.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Оська хӑйӗн темле хучӗсене нумайччен пӑхкаларӗ, эпир сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫинче ларса ун ҫине пӑхрӑмӑр.Оська долго просматривал какие-то бумажки, а мы глядели на него, сидя на мокрой от росы траве.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Сывлӑмпа нӳрелнӗ хупах, йӗпе ҫӗр, тӗтре шӑрши кӗрет.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шуҫӑм килнӗ чухне шӑна пуҫларӗ, урисене хутлатрӗ, сывлӑмпа нӳрелнӗ шинельне куҫ ҫинелле туртса витӗнчӗ, хӗвел тухсан, тепре тӗлӗрсе кайрӗ те ҫичӗ сехет ҫитес умӗн ҫеҫ тупӑ янӑравлӑн кӗрӗслетсе кайнӑ сасӑпа ыйхӑран вӑранчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах вилеҫҫӗ сывлӑмпа та сарӑ тутӑх тӗсӗпе витӗннӗ ҫулҫӑсем, тата чечекне хӑйне те ӗнтӗ вилӗм алли пырса сӗртӗннӗ; аялти икӗ чашки пӗркеленсе хуралнӑ, чи ҫӳлти ҫеҫ — вӗтӗ пӗрчӗллӗ сывлӑм куҫҫулӗпе ҫиҫсе-йӑлтӑртатса лараканни — хӗвел ҫинче сасартӑк куҫа шартармалла шуррӑн ҫуталса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел сулахай ҫыранӑн сывлӑмпа сулхӑнланнӑ хӑйӑрлӑ ярӑмӗсем хыҫӗнчен шуса хӑпарчӗ те, пӗлӗт татӑкӗ куҫран ҫухалчӗ.Солнце взошло из-за песчаных, прохладных после росы бурунов левобережья, и облачко исчезло в невиди.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ унта хырӑмпа шуса ҫитнӗ-ҫке-ха, сывлӑмпа ҫире мӗн пурри йӑлтах пӑрсан шыв тухмалла йӗпеннӗ, шӑрпӑк пуҫӗсене те нӳрӗ ҫапнӑ.Я ведь на брюхе полз, мокрый от росы был — хоть выжми, головки отсырели.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лачакаллӑ лапампа шурлӑх тӑпри, ҫӗре пуҫланӑ хӑмӑш, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк шӑршисене ҫил варкӑштарса килет.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗпи аркине аллипе тытса, Ирина килет, ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫара урисем чӗркуҫҫи таран кӗп-кӗрен.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ир сивӗрех пулнӑ, пахчасенче нӳрлӗ сулхӑн сывлӑш тӑрать, ҫулҫӑсем ирхи сывлӑмпа йӑлтӑртатаҫҫӗ.Утро было прохладное, в садах темнели влажные тени и блестели мокрые от росы листья.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл, пӗтӗмпех ӑнтан каяс мар тесе, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫеҫкисене чӑмлать, пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе макӑрать.И он плакал, как ребенок, грыз пресную в росе траву, чтобы не потерять сознания.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лӑпкаса ачашлакан шӑплӑх хӑлхасенче янӑраса тӑрать Ҫул тӑрӑх сывлӑмпа шӑрҫаланнӑ, пиҫсе ҫитнӗ сӗлӗ анисем тӗттӗмленсе лараҫҫӗ.Баюкающая звенела в ушах тишина, вдоль дороги дымились в росе вызревшие овсы.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эпӗ хӑратӑп акӑ, — тӳррипех каласа пачӗ Прохор, сывлӑмпа йӗпеннӗ чӗлпӗрне вӗчӗрхенсе ӳкнӗн пӳрнисемпе хыпашласа.— А я вот робею, — сознался Прохор и нервно перебирал пальцами скользкие от росы поводья.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сывлӑмпа витӗннӗ рельсӑсем лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Курӑк пуснӑ картиш кӗмӗл сывлӑмпа витӗннӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Донӑн сулахай енчи хӑйӑрлӑ ҫыранӗ, анлӑ улӑхсем, вӑрманпа карталаннӑ пӗчӗк кӳлӗсем, пырса кӗме ҫук ҫӑра хӑмӑшлӑх, сывлӑмпа витӗннӗ вӑрман — ҫаксем пурте пӗлӗт ҫине ӳкнӗ элес-мелес сивӗ шуҫӑм ҫутипе ялкӑшаҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.