Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӑшӑрӗпе Лидия Михайловнӑпа пӗрле юрӑ смотрӗнче сцена ҫине тухса чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.
Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/
Эп сцена ҫумне тӗршӗнтӗм.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Тахӑшӗ мана: «Сан президиумра лармалла» тесе, сцена хыҫнелле ӑсатрӗ.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Жюри умне хӑйсен сцена пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшакан кашни ҫынах пултарнӑ.Каждый желающий мог представить свои сценические таланты на суд жюри.
"Мухтав минучӗ" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ch-3398191
Сцена ӑстисен юрри-кӗвви пухӑннисене хавхалану кӳнӗ.
Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/
Конкурс тӑватӑ номинаципе иртет: ӗҫлӗ костюм, кулленхи костюм, сцена костюмӗ тата наци колоричӗ.
Пушкӑртстанра "Этника" ҫамрӑк дизайнерсен коллекцийӗсен конкурсӗ иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... rt-3388522
Строитель кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва сцена ӑстисем хӑйсен юрри-ташшипе илем кӳчӗҫ.
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
«Регионжилстрой», «Тус», «3-мӗш стройтрест», «Отделфинстрой» компанисен ертӳҫисене Валерий Борисова, Николай Угаслова, Валерий Семенова, Алексей Мурыгина сцена ҫине чӗнчӗ.
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
Сцена ҫинчи ытти вырӑна вара хӗрарӑмсем йышӑнчӗҫ тени те йӑнӑш мар: «Инкост» компани мастерӗ Валентина Гусева, «Шупашкарти промстройпроектӑн» тӗп инженерӗ Ольга Михайлова, СУ-28 тӗп бухгалтерӗ Ольга Шикунова, ыттисем…
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
Кӗҫнерникун строительсене професси уявӗ ячӗпе саламламашкӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне пухнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, отрасль министрӗ Павел Данилов наградӑсене тивӗҫнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине чӗнчӗҫ те — ирӗксӗрех шухӑш ҫуралчӗ: пирӗн стройкӑсем хӗрарӑм сӑнлӑ иккен — награда илме тухакансем те, авӑ, шӑкӑрин хӗрарӑм…
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
Вӑл хӑй те чӑвашла пьесӑсем ҫырать, вӗсене ачасемпе сцена ҫине кӑларма хатӗрлет.
Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/
Унсӑр пуҫне ун сӑвӑ-калав та аван хайлама пӗлмелле, шӳтлеме те вӗренсе ҫитмелле, сцена ҫине тухса пӗр-пӗр сӑнара та калӑплама пӗлмелле.
Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285
Пурте сцена ҫинче мӗн тунине курасшӑн кармашса пӑхаҫҫӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Сцена ҫинче спектакль тӑршшипех эрех ӗҫнине кӑтартнӑ пирки куракансем те ӳсӗрӗлсе кайнӑ.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларнӑ.
Вырӑс драма театрӗ чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса спектакль хатӗрленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35313.html
Пӗлтӗр ҫулла вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи умне пӗр машина хӑма-пӗрене пырса тӑкрӗ те урамри ачасем пулӑшкаланипех сцена пекки ӑсталарӗ, ларма саксем турӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
«Кӑштах тӑрӑп та тухса кайӑп. Маларах килмеллеччӗ», — шухӑшларӗ те Павӑл стена ҫумне сӗвӗнчӗ, ҫынсем хушшипе сцена ҫинелле пӑхрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Аллӑ-утмӑл хӗр, ҫич-сакӑр каччӑ — ак еплерех хорсем тухаҫҫӗ сцена ҫине.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чаршав уҫӑлӗ те сцена ҫине Надя Ерусланова тухӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пысӑк мар иккен сцена…
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.