Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пахчаҫӑ шуранка сӑнлӑ тата юнланнӑ, тӑшманӗ ҫине шӑтарасла тинкернӗ те ӑна сылтӑм аллипе ҫапмалли саманта кӗтет, сулахаййипе вара Билль хӑвӑрт тата йывӑррӑн сула-сула ҫапнинчен хӳтӗленет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гез ҫывӑха пырсанах айккинелле пӑрӑнтӑм, кӳлепи ман ҫине ӳкесрен шикленетӗп; Гез сылтӑм аллипе сӗтелрен таянчӗ, сулахаййипе каҫӑрӑлса ҫӗкленчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл пукан ҫинче айккӑн ларать, ун хыҫнелле сылтӑм аллине уснӑ, ҫӗрелле шуса аннӑ плащне сулахаййипе тытнӑ.Он сидел боком на стуле, свесив правую руку через его спинку, а левой придерживая сползший плащ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Надежда Кондратьевна килти мӗнпур ӗҫе йӑлтах сылтӑм аллипе тунине, сулахаййипе Гошӑна йӑтса ҫӳренине курнӑ май, Ленин пуҫне пӑркаласа илнӗччӗ те сӑмах май тенӗ пек ҫапла каласа хунӑччӗ:
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӗчӗкҫӗ ҫын сылтӑм аллипе хӗвелтухӑҫне, сулахаййипе хӗвеланӑҫне кӑтартать.Правой рукой человечек будет указывать на восток, а левой — на запад.
Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫеҫ мужик хӗрес хура-хура, тутисене хускаткаласа чӳречерен кӗме тӑчӗ, анчах — пултараймарӗ, сылтӑм аллине вӑл пуртӑ тытнӑччӗ, сулахаййипе чӳрече анинчен темиҫе хут тытсан та каялла шуса анчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Кам сылтӑм алӑпа мӗн чухлӗ йӑтать, сулахаййипе мӗн чухлӗ», — текен калаҫусем пирки ҫеҫ мар ҫавӑн пек шутлать вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпӗ сылтӑм алӑпа пулӑ тытса сулахаййипе ӑна мӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ сӗртӗнетӗп.И вот правой рукой я подношу ему рыбу, а левой чуть-чуть прикасаюсь к его шее.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Чӑматанӗ шуйттан пекех йывӑр, ун ӑшне япаласем тултарнипе мар йывӑр, ахаль, хӑй ҫавӑн пек йывӑр, Женька ӑна е сылтӑм аллипе, е сулахаййипе йӑтать.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Яков сылтӑм аллине хускатма пултараймарӗ, анчах, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса лартса, поручике сулахаййипе тӗртрӗ; вӑл мӗкӗрчӗ, ӑна намӑс пулчӗ, ун питҫӑмартийӗсем тӑрӑх кӳренӳ куҫҫулӗсем юхрӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫапма хатӗрленсе вӑл сылтӑм урине ҫӗкленӗ, сулахаййипе йытӑ пуҫне ҫӗр ҫумне хӗстерсе хунӑ.Правая лапа рыси была приподнята для удара, а левой она придавила голову собаки к земле.
Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.
Унтан вӑл тепӗр хут вӑйлӑн уртӑнса ҫӗкленчӗ, бойница айӗнчи карниз ҫине чӗркуҫҫипе тӗреленчӗ, сылтӑм аллипе пӗр катӑкран, сулахаййипе — тепринчен тытса уртӑнчӗ те амбразура хӗррине ҫитрӗ.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Матрос пиҫиххийӗ хушшинчен пистолетне сылтӑм аллипе кӑларса илчӗ, сулахаййипе четкине тытрӗ.Матрос взял в правую руку один из пистолетов, бывших у него за поясом, а в другую — четки.
I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах юлашки вӑхӑтченех вӑл сылтӑм алӑпа тӑвакан ӗҫсене пурне те сулахаййипе те чип-чиперех тума пултарчӗ.Но до последнего времени он мог с успехом делать левой все, что делал правой.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вунӑ ҫултан пуҫласа унран «сулахай» тесе тӑрӑхлассипе пӗрлех вӑл япалана сылтӑм алӑран сулахаййипе улӑштарса тытас йӑла та пӗтрӗ.С десяти лет вместе с кличкой «левша» отпала у него привычка заменять правую руку левой.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Утлан, терӗм-иҫ! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ те Солдатов, сылтӑм аллипе чӗлпӗре пӗтӗм вӑйран карӑнтарса тытса, сулахаййипе кӗсрене сывлӑш капланса тулнӑ сӑмсинчен пӑчӑртарӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл икӗ аллипе модельне пуҫ тӗлне ҫӗклерӗ те сулахаййипе винтӑ пӑчӑртарӗ, сылтӑммипе тӗртсе яма хатӗрленчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ эпӗ сылтӑм алӑпа уҫрӑм пултӑр: сулахаййипе уҫма пултарайман-и вара эпӗ?Положим, теперь я перевернула правою: разве я не могла перевернуть левою?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сылтӑм алли унӑн Суламифь пуҫӗ айӗнче пулнӑ, сулахаййипе вӑл ӑна ыталанӑ, — ун сывлӑшӗн ароматне пӗтӗмпех хӑй ҫинче, ҫӳҫӗсенче те тӑнлавӗсенче, туйса тӑнӑ хӗр.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1