Поиск
Шырав ĕçĕ:
статскисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Этем йӑхне нумай ушкӑнсем ҫине — пуяннисемпе чухӑннисем, ыррисемпе усаллисем, ҫар ҫыннисемпе статскисем, ӑслисемпе айваннисем тата ыттисем ҫине те уйӑрма пулать, анчах кашни ҫынӑн хӑйӗн юратнӑ тӗп ушкӑн пулать, вӑл кашни ҫӗнӗ ҫыннах пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр ҫав ушкӑна кӗртет.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗнер Полозов тӑтӑшах ҫапла шухӑшланӑ: «Эпӗ санран аслӑрах, нумайрах та пурӑннӑ, ҫитменнине тата тӗнчере манран ӑслӑ ҫын та ҫук; сана вара, мемме, ҫара пакарта, манӑн итлесси пулас та ҫук — эпӗ хам ӑсӑмпа икӗ миллион пухрӑм (тӑваттӑ мар, икӗ миллион ҫеҫ пулнӑ имӗш), — пухса кур-ха акӑ, вара калаҫӑн», халӗ вара вӑл ак ҫапла шухӑшлама пуҫланӑ: «Вӑт мӗнле упа, ӑҫталла ҫавӑрса ячӗ; пӗлет пӑркалама», — Кирсановпа малалла калаҫнӑҫемӗн вара ун умне, упасӑр пуҫне, тата тепӗр чӗрӗ картина тухса тӑнӑ, ӗлӗк, хӑй гусар чухне курни аса килнӗ: Захарченко берейтор «Громобой» ҫинче ларать (ун чухне пикесем хушшинче, кавалер господасем — ҫар ҫыннисемпе статскисем — хушшинче те Жуковский балладисем паллӑ пулнӑ), «Громобой» вара Захарченко айӗнче тӑпӑртатса ҫеҫ ташласа тӑрать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницы:
- 1