Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ытла та лайӑх хӑна! Лар унпа!» — шухӑшларӑм эпӗ; тарҫӑ чей илсе килсен, Дмитрин стакан тытма Безобедова пӗр пилӗк хут сӗнмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен хӑюсӑр хӑна пӗрремӗш стакан хыҫҫӑн та, иккӗмӗш стакан хыҫҫӑн та урӑх ӗҫме килӗшмессине тата «хӑвӑр ӗҫӗр» тесе калассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутларӗ, Дмитрий хӑйне ирӗксӗрлесе пулас, хӑнана калаҫупа йӑпатрӗ, ку калаҫӑва мана та хутшӑнтарасшӑн кӑлӑхах темиҫе хут та хӑтланса пӑхрӗ.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Лопухова сирӗн арӑм питӗ хитре тесе саламларӗ те каллех хӗрсе кайрӗ: «Ҫук, пирӗн сирӗн туя уявласа ирттерес пулать»; хӑвӑртрах ирхи апат лартма, шампански пама хушрӗ, Верочкӑн хӑй туйӗшӗн ҫур стакан, хӑй мастерскойӗшӗн ҫур стакан, Жюлишӗн хӑйӗншӗн ҫур стакан ӗҫмелле пулчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чуста валли 3 ҫӑмарта, 2 кашӑк сахӑр песокӗ, 2 чей кашӑкӗ апат соди, 50 г услам ҫу, 3 кашӑк ирӗлтернӗ пыл, 3-5 стакан ҫӑнӑх; крем валли 1 л хӑйма, 2 стакан сахӑр песокӗ; 1,5 стакан хура слива, 0,5 кг курага кирлӗ.
«Хӗвел» торт // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Юрӑ ҫемипе аллине умалла дирижерла хӑмса ячӗ кӑна — алли сӗтел ҫинчи сӑра стаканне шап! шаплаттарчӗ, стакан, ӳпӗнсе, аяккалла вӑнк! вӑркӑнса кайрӗ — хӑмлаллӑ «шӗвек ҫӑкӑр», сӗтел ҫийӗпе юхса, урайне шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртаттарчӗ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кӑваккине-симӗссине, тутлине-йӳҫҫине стакан хыҫҫӑн стакан пыр шӑтӑкне тӳнтерсен, куҫсем симӗсӗн-кӑвакӑн кура пуҫларӗҫ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Стакан хыҫҫӑн стакан пама пуҫларӗ.
Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку япала пирӗн Раҫҫейре чи лайӑххи, — тесе, Петӗр тепӗр стакан тултарчӗ, Анюк стаканӗпе шаклатрӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Стакан хыҫҫӑн стакан «саншарли»…
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Кӗрен-кӑвак чечексем шанма та ӗлкереймеҫҫӗ, стакан ҫумне стакан хушӑнать.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Пӗр сӑмах вырӑсла каламарӑн, эп пуррине те манса кайрӑн: чӑвашла ӗҫетӗн — стакан хыҫҫӑн стакан, чӑвашла ҫиетӗн — ик аллупа така шӑммине кӑшласа…
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑна пушӑ куҫӗсемпе тӗсекен Мерседес тепӗр тулли стакан ӗҫрӗ те Тирнаур аллинчи кӗленчене вӑйпах туртса илчӗ, лешӗ ӑна виҫҫӗмӗш стакан тултарма чарасшӑнччӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫапла каларӗ те вӑл — миххинчен стакан кӑларчӗ, шыв илсе килме ыйтрӗ, стакана шыв тултарса Гент унта темиҫе тумлам лимон кислотипе сода чӗптӗмӗ ячӗ; шыв чашкӑрма пуҫларӗ, кӑпӑкланать.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Грона пӗр стакан, хӑйӗн шкиперне ҫука хӑварнӑ ҫав Санди сыснашкана асӑнса ӗҫме — нӗр стакан!Один стакан Гро в память этого свинтуса Санди, разорившего своего шкипера!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Говард стаканри ирӗлчӗке тӑкнӑ та, стакан тӗпне юлнӑ япаланӑн темиҫе пӗрчине типме тесе хут ҫине хунӑ.Говард вылил из стакана жидкость, а несколько крупинок осадка разложил на бумаге для просушки.
Гремучи ртуть // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӑл диван ҫине сарӑлса таянса ларни, кӗтмен ҫӗртен сиксе тӑрса, стаканпа стакан чанклаттарса эрех ӗҫни, гитар хӗлӗхӗсене чӗпӗтсе илсе юрласа яни — пурте Феньӑшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Стаканри шыва ик-виҫӗ тумлам чӗркӗмӗл тумлатсан, чӗркӗмӗл ҫав самантрах стакан тӗпне путать: чӗркӗмӗл ахаль шывран темиҫе хут йывӑр.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Овсяников танлӑн стакан хыҫҫӑн стакан ӗҫме тытӑнчӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Малтан хӑйне тулли стакан эрех тыттарнине, ун хыҫҫӑн пушӑ бутылкӑпа сӑмса тӗлӗнчен хӑмсарса тӑнине, вут пек пӗҫерекен ҫӑвара ҫур хӑяр тӗксе кӳртнине, унтан каллех тулли стакан тыттарнине ҫеҫ тӗтреллӗн астӑвать.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.