Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

стакан сăмах пирĕн базăра пур.
стакан (тĕпĕ: стакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икшер стакан ӗҫсен, чӳлмек пушанчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Саншӑн пур, — пӗчӗк арчаран эрех кӗленчипе стакан тупса, кӑмакаран темле апат туртса кӑларчӗ Ҫимун, сӗтел ҫине ҫӑкӑр татӑкӗ хучӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урам хапхине, пӳрт алӑкне питӗрнӗ хыҫҫӑн, тахҫан пытарса хунӑ ханшине тупса, темиҫе стакан ӗҫсе ячӗ те, вырӑнӗ ҫине выртса, пуҫ ҫийӗнченех утиялпа витӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стакан пушанчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗтрекен аллисемпе пӑккине уҫрӗ, унти шӗвеке эрехпе хутӑштарса, хӗвне пытарчӗ, кӗрӗк кӗсйине стакан чикрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр стакан хыҫҫӑн Хӗветӗр те нумай калаҫакан пулчӗ:

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр-ик стакан ӗҫер-и, Хӗветӗр, эпӗ кайнӑ ятпа?..

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫисем сӑмавар лартма шухӑшламаҫҫӗ пулсан, сӑмахне вӑл хӑй пуҫласа ярать: — «Ара, сирӗн хӑма чей ҫук-им? Е сӑмаварӑр шӑтӑк-и? Сахӑртан татӑк пурӑнмастӑр пуль-ҫке? Кивҫен пӗрер стакан пыл парас мар-и?..» — тата темтепӗр ыйтма тапратать вӑл.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ларать-ха унӑн юман юпи масар хӗрринче, — темле хӗрарӑма виҫе стакан тапак тултарса панӑ хыҫҫӑн Хумккан сасси уҫҫӑнраххӑн илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак миххине салтрӗ те унтан кӗтеслӗ стакан туртса кӑларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха тата тепрер стакан тултарса пачӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лимон ярса пӗрер стакан чей ӗҫме кӑмӑл тумӑр-ши?

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрер стакан эрех ӗҫтерсен те ҫылӑх мар.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр стакан сӑра ӗҫнӗшӗнех нимех те пулмӗ.

Помоги переводом

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Чи малтанхи хаяр сӑмакуна пӗрре е икӗ стакан ӗҫетӗн те ҫӳлӗк ҫине.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ хӗрне пӗр стакан сӗт пачӗ те лешӗ, тӑраннӑскер, каллех мӑшлата пуҫларӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Толик ҫывӑрса тӑранайманнипе хӗрелнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, хута тӗлӗнсе вуласа тухрӗ, пӗр стакан сӗт ӗҫрӗ те повесткӑра каланӑ пек район центрне васкарӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч ӑна ҫур стакан шывпа хутӑштарнӑ спирт ярса пачӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урӑхла каласан, колхозра ӗҫленӗ кашни куншӑн пӗр стакан тырӑ!

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мучи Ванюка тепӗр стакан шыв тултарса парать.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней