Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыйхӑран лайӑх вӑранайман кухарка, килте тӗртнӗ чӑпар юбка, хура ҫиппе тӗрлӗ хӗрессем тӗрӗленӗ пир кӗпе тӑхӑнса, тирпейлемен ҫӳҫӗсем ҫине тимӗр тура лартнӑскер, алӑк патӗнче самовар ӑшӗнчен ӗнерхи кӑмрӑксене силленӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лётчик аманнӑ машина чӗтренине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйрӗ, ӑна ку пӗрре те ҫӗмрӗлнӗ моторӑн юлашки чӗтревӗ пек мар, хӑйӗн ӳтне сивчир силленӗ пек туйӑнчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт, вилӗм силленӗ пек, чӗтренчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лӑстӑр-лӑстӑр силленӗ майӗпен, ачашшӑн.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Тайфун вӑхӑтӗнче хумсем пысӑк пулса карапа силленӗ, волнорезсене татса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ.
Тинӗссем тӑрӑх, хумсем ҫийӗн // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
24. Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ.24. А лодка была уже на средине моря, и ее било волнами, потому что ветер был противный.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл каланӑ чухне эсӗ тӑракан вырӑн вӑйлӑ чӗтренме пуҫласассӑн, эсӗ ан сехӗрлен; сӑмах ӗнтӗ — тӗнче пӗтесси ҫинчен, ҫӗр никӗсӗ ҫакна ӑнланӗ, 16. сӑмах хӑй ҫинчен пынине пӗлсен, ҫӗр чӗтренӗ, силленӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр никӗсӗ ӗмӗр вӗҫӗнче улӑшӑнать, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Настя йӑмӑкне унта вырттарнӑ, шӑллӗне алӑра тытса утьӑкка сиктернӗ, ларнӑ ҫӗртех кравате силленӗ — Сара ҫапла ҫывӑрса кайнӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫӳлтен такам ятарласа силленӗ пек юр ҫӑвать, кусем вара хайхи шӑратнӑ асфальта сӗреҫҫӗ!
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№