Поиск
Шырав ĕçĕ:
Петӗрпе пӗрлех-ши? — ыйтрӗ пӗр хӗрӗ тӳнӗ сӳсе килӗрен кӑларса силленӗ май.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗл каҫипех шартлама сивӗ вӗсен яштака вуллисене, ҫинҫе турачӗсене пӗрре мар шӑнтса хӗстернӗ, хаяр ҫил тухсан, хуҫса антарасла силленӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑй, сивӗ чирӗ силленӗ пек, сиксе чӗтрет.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кам панӑ мӑнлӑх, кам пилленӗ, Ак, халӗ, калӑпӑр, мана, Мӗне кура ялан силленӗ Ҫак ҫӑмӑл пурнӑҫпа, кала?
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Йӗри-тавра утса ҫаврӑнса каччӑ шӗшкӗ тӗмне пан улми йывӑҫҫине силленӗ пек силлерӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Упа ӑна малти урисемпе ҫапса ӳкересшӗн пулнӑ, хӑй ҫумне пӑчӑртанӑ, енчен енне силленӗ, анчах тӑпӑлтарса ывӑтайман.Медведь бил его лапами, прижимал к себе, кидал из стороны в сторону, но не мог оторвать.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
Сентресем тӑрӑх, кӗнекесен тӗпӗсем урлӑ, куҫакан пӑхӑр пӑрӑхсем чиксе хунӑ, ку — хум силленӗ чухне кӗнекесем туха-туха ӳкесрен.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах Горна пӗр ывӑҫ метала — виҫӗ сехетлӗх вӑйӑм туприне — тутӑр ҫине силленӗ чухне, пач кӗтмен ҫӗртен, хӑй маларах курнӑ тӗрлӗ йытӑ пирки шухӑш аптӑратма пуҫларӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Ӑна Архипелагра кӑштах силленӗ ахӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Каллех «Тонуса» кӗтӗмӗр те эрех ыйтрӑм, хӗр ача валли — пылак кукӑль, вара вӑл урисене силленӗ май мӑрлата-мӑрлата, пӳрнисемпе чакаласа ӑна тӗпчеме пикенчӗ, эпир Паркерпа пилӗк ҫул каяллахи Лиса таврӑнтӑмӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пӳртсен стенисене силленӗ, ӗмӗрхи йывӑҫсене тӳнтернӗ…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах ӑна силлеме йывӑрах марччӗ, пысӑк кимме силленӗ пек ҫеҫ.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Эпӗ ӑна килӗшеттӗм пулас, вӑл мана хӑйпе пӗрле уҫӑлма илсе ҫӳретчӗ: ҫак чакӑл тӑва пӗрре ҫеҫ мар силленӗ иксӗмӗр.Я ему полюбился, и он брал меня с собой на прогулки: бывало, мы с ним качали эту скалу.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
— Ӳлӗм те ҫаплах пулӗ, — таса мар, ҫӑмламас урана уйрӑлнӑ чух силленӗ май евӗклӗн каласа хутӑм эпӗ.— Так и будет, — вежливо сказал я, встряхивая на прощание мохнатую, немытую лапу.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Дворянсем патриотизм ҫинчен, тӑван ҫӗршыва юратни ҫинчен кӑшкӑрнӑ, тӗрӗссипе илсен, вӑл акӑ мӗн патне илсе пынӑ: ун чухнехи ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх «гостинӑйсене патриотсем пырса тулнӑ, хӑшӗ табак енчӗкӗнчен француз табакне силленӗ те, вырӑс табакне шӑршлама пуҫланӑ; хӑшӗ лафита пӑрахса вырӑсла купӑста яшкине ҫиме пуҫланӑ. Мининпа Пожарский ҫинчен калаҫма пуҫланӑ, халӑх вӑрҫи ҫинчен сӳпӗлтетнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсем инҫетри Саратов патӗнчи ялсене тарса кайма хатӗрленнӗ… Халӑх ополченийӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ хушӑрах ҫара ватӑ, чӑлах, ырӑ мар хӑтланакан ҫынсене панӑ».
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Феня пуҫне силленӗ…
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Каскӑн ҫил хӳшше пырса ҫапса силленӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ӑна хулпуҫҫинчен тытса вӑйсӑр алӑ силленӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Чӑнах та: техник тӳремӗн тӑнӑ, урине силленӗ, шӑрпӑк чӗртсе пӑхнӑ.В самом деле: техник выпрямился, дрыгнул ногой, чиркнул спичкой.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ленька урапа ҫинче тин, хытӑ силленӗ пирки ҫеҫ вӑранса кайрӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.