Поиск
Шырав ĕçĕ:
27. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем валли виссонран хитонсем тӗртсе тунӑ, 28. кидарне те виссонран, пуҫ ҫыххине те виссонран, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран, 29. пиҫиххине те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран эрешлесе тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса хулӑн вӑчӑрасем тунӑ; 16. унтан икӗ ылтӑн харша тата икӗ ылтӑн ункӑ туса, икӗ ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 17. вара ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ вӑчӑрасене иккӗшне те кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫӗнчи икӗ ункине витӗрнӗ, 18. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтарнӑ та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енчен ҫыхӑнтарнӑ; 19. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса кӑкӑрлӑхӑн тепӗр икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 20. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса вӗсене ефодӑн икӗ енне аялтан, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех, ҫирӗплетсе лартнӑ; 21. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтарнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑстайлӑн ӗҫлесе кӑкӑрлӑх тунӑ, ефод тунӑ пекех, ӑна ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ; 9. вӑл тӑваткӑл пулнӑ; кӑкӑрлӑха вӗсем икӗ хутлӑ тунӑ, тӑршшӗне пӗр шит, анлӑшне те пӗр шит тунӑ, вӑл икӗ хутлӑ пулнӑ; 10. вара ун ҫине тӑватӑ йӗрке чул лартса тухнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ефод ҫийӗнчен ҫыхмалли пиҫиххие те ҫавӑн пекех ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлтунӑ чухне тӑхӑнмашкӑн вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран священник тумтирӗ тунӑ; ҫаплах тата, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон валли сӑваплӑ тумтир тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее мӗн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йӑхӗн ҫынни, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ, 23. унпа пӗрле Аголиав — Дан йӑхӗн ҫынни, Ахисамах ывӑлӗ — ӗҫленӗ, вӑл эрешлесе касаканскер, ӑста тӗртме пӗлекенскер, сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ пир ҫине тата виссон пир ҫине хӳхӗм тӗрлеме пӗлекенскер пулнӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ; 19. ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ эрешлӗ виссонран чаршав тунӑ, 38. ун валли ҫекӗллӗ пилӗк юпа тунӑ; вӗсенӗн тӑррисемпе хытаркӑчӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата пилӗк пӑхӑр тӗп шӑратса тунӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав тунӑ, ӑстайлӑн ӗҫлесе ун ҫине херувим сӑнӗсем туса тухнӑ; 36. чаршав валли ситтим йывӑҫӗнчен ылтӑн ҫекӗллӗ тӑватӑ юпа тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата вӗсем валли тӑватӑ кӗмӗл тӗп шӑратса тунӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗр вителӗкӗн тепӗринпе сыпӑнса тӑракан хӗррине сенкер тӗслӗ йӑлӑсем тунӑ; юлашки вителӗкӗн хӗррине те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн ҫаплах тунӑ; 12. пӗр вителӗк хӗррине вӑл аллӑ йӑлӑ тунӑ, вителӗк вӗҫне те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн аллӑ йӑлӑ тунӑ; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пулнӑ; 13. тата аллӑ ылтӑн каптӑрма тунӑ, пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хунӑ, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӗлӗ чатӑрӗ тӑвакан ӑстайлӑ ҫынсем пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран, сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран вунӑ вителӗк тунӑ; ӑстайлӑн ӗҫлесе вӗсем ҫине херувим сӑнӗсене ӳкернӗ; 9. кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Лайӑх якатса таса ылтӑнран пӗчӗкҫӗ ҫутанкка ту, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе касса ҫыр, 37. ӑна сенкер кантрапа кидар ҫумне ҫыхса хур, вӑл кидарӑн мал енче пултӑр; 38. вӑл Ааронӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ, вара Аарон Израиль ывӑлӗсем кӳрекен парнесен, вӗсем кӳрекен мӗнпур парнесен ҫитменлӗхӗсене хӑй ҫинче илсе ҫӳрӗ; Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫав ҫутанкка яланах унӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23. кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24. ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26. тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27. ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28. кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ефод ҫийӗнчен ҫыхакан пиҫиххие те ҫавӑн пекех [таса] ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Картишне кӗмелли ҫӗре ҫакмалли чаршавӑн [ҫӳллӗшӗ] ҫирӗм чике пултӑр, ӑна сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе тумалла; ун валли тӑватӑ юпа, юписене лартма тӑватӑ тӗп кирлӗ.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту; 37. чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.