Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

священникпа (тĕпĕ: священник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем ун патне Павел ҫинчен ҫӑхав пама пынӑ, 3. вӗсем ӑна, хӑйсемшӗн ырӑ туса, Павела Иерусалима чӗнтерсе килме тимленӗ; вӗсем Павела ҫул ҫинче вӗлерме шухӑшланӑ.

2. Тогда первосвященник и знатнейшие из Иудеев явились к нему с жалобою на Павла и убеждали его, 3. прося, чтобы он сделал милость, вызвал его в Иерусалим; и злоумышляли убить его на дороге.

Ап ӗҫс 25 // .

Ҫав хушӑра аслӑ священникпа унӑн майлисем синедрион ҫыннисене тата Израиль ывӑлӗсен мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе илнӗ, унтан апостолсене тӗрмерен илсе килме хушнӑ.

Между тем первосвященник и которые с ним, придя, созвали синедрион и всех старейшин из сынов Израилевых и послали в темницу привести Апостолов.

Ап ӗҫс 5 // .

4. Анчах Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ Симон ятлӑ пӗр ҫын, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑма лартнӑскер, хулара саккунсене пӑсни пирки аслӑ священникпа тава кӗрсе кайнӑ.

4. Но некто Симон из колена Вениаминова, поставленный попечителем храма, вошел в спор с первосвященником о нарушении законов в городе.

2 Мак 3 // .

33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Никанор Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илме таса Ҫуртран темиҫе священникпа халӑх пуҫлӑхӗ тухнӑ, вӗсем ӑна патшашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнине кӑтартасшӑн пулнӑ.

33. После того Никанор взошел на гору Сион; и вышли из святилища некоторые из священников и старейшин народа, чтобы мирно приветствовать его и показать ему всесожжение, приносимое за царя.

1 Мак 7 // .

4. Анчах никам та ан тавлаштӑр, никам та тепӗрине ан питлетӗр; санӑн халӑху вара — священникпа тава кӗрекенсем пекех.

4. Но никто не спорь, никто не обличай другого; и твой народ - как спорящие со священником.

Ос 4 // .

Ҫӳлхуҫанӑн Таса Ҫуртӗнче священникпа пророка вӗлерни пулнӑ-и?

чтобы убиваемы были в святилище Господнем священник и пророк?

Хӳх 2 // .

37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.

37. Давид оставил там, пред ковчегом завета Господня, Асафа и братьев его, чтоб они служили пред ковчегом постоянно, каждый день, 38. и Овед-Едома и братьев его, шестьдесят восемь человек; Овед-Едома, сына Идифунова, и Хосу - привратниками, 39. а Садока священника и братьев его священников пред жилищем Господним, что на высоте в Гаваоне, 40. для возношения всесожжений Господу на жертвеннике всесожжения постоянно, утром и вечером, и для всего, что написано в законе Господа, который Он заповедал Израилю; 41. и с ними Емана и Идифуна и прочих избранных, которые назначены поименно, чтобы славить Господа, ибо навек милость Его.

1 Ҫулс 16 // .

43. Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ; 44. Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ; 45. вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ.

43. И отвечал Ионафан и сказал Адонии: да, господин наш царь Давид поставил Соломона царем; 44. и послал царь с ним Садока священника и Нафана пророка, и Ванею, сына Иодая, и Хелефеев и Фелефеев, и они посадили его на мула царского; 45. и помазали его Садок священник и Нафан пророк в царя в Гионе, и оттуда отправились с радостью, и пришел в движение город.

3 Пат 1 // .

38. Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.

38. И пошли Садок священник и Нафан пророк и Ванея, сын Иодая, и Хелефеи и Фелефеи, и посадили Соломона на мула царя Давида, и повели его к Гиону.

3 Пат 1 // .

33. Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр, 34. Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.

33. И сказал им царь: возьмите с собою слуг господина вашего и посадите Соломона, сына моего, на мула моего, и сведите его к Гиону, 34. и да помажет его там Садок священник и Нафан пророк в царя над Израилем, и затрубите трубою и возгласите: да живет царь Соломон!

3 Пат 1 // .

32. Давид патша каланӑ: ман патӑма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывӑлне Ванеяна чӗнӗр, тенӗ.

32. И сказал царь Давид: позовите ко мне священника Садока и пророка Нафана и Ванею, сына Иодаева.

3 Пат 1 // .

7. Вӑл Иоавпа, Саруия ывӑлӗпе, тата Авиафар священникпа канашласа тӑнӑ, лешӗсем Адонияна пулӑшса пынӑ.

7. И советовался он с Иоавом, сыном Саруиным, и с Авиафаром священником, и они помогали Адонии.

3 Пат 1 // .

19. Саул священникпа калаҫнӑ вӑхӑтра филистимсен тапӑрӗнчи шуйхашу ытларах та ытларах [сарӑлса] вӑйлансах кайнӑ.

19. Саул еще говорил к священнику, как смятение в стане Филистимском более и более [распространялось и] увеличивалось.

1 Пат 14 // .

32. Унтан вара Елеазар ывӑлӗ Финеес священникпа пуҫлӑхсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] патӗнчен Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсем патне таврӑннӑ та хӑйсене мӗн каланине каласа кӑтартнӑ.

32. И возвратился Финеес, сын Елеазара, священник, и начальники от сынов Рувимовых и от сынов Гадовых [и от половины колена Манассиина] в землю Ханаанскую к сынам Израилевым и принесли им ответ.

Нав 22 // .

1-2. Левий йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулине Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус патне, Израиль йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: Моисей урлӑ Ҫӳлхуҫа пире пурӑнма хуласем, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме хуласем таврашӗнче ҫӗр пуссисем пама хушнӑччӗ, тенӗ.

1. Начальники поколений левитских пришли к Елеазару священнику и к Иисусу, сыну Навину, и к начальникам поколений сынов Израилевых, 2. и говорили им в Силоме, в земле Ханаанской, и сказали: Господь повелел чрез Моисея дать нам города для жительства и предместья их для скота нашего.

Нав 21 // .

1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.

1. Вот что получили в удел сыны Израилевы в земле Ханаанской, что разделили им в удел Елеазар священник и Иисус, сын Навин, и начальники поколений в коленах сынов Израилевых; 2. по жребию делили они, как повелел Господь чрез Моисея, девяти коленам и половине колена [Манассиина], 3. ибо двум коленам и половине колена [Манассиина] Моисей дал удел за Иорданом, левитам же не дал удела между ними; 4. ибо от сынов Иосифовых произошли два колена: Манассиино и Ефремово; посему они и не дали левитам части в земле, [а только] города для жительства с предместиями их для скота их и для других выгод их.

Нав 14 // .

28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.

28. И сказал Господь Моисею, говоря: 29. скажи сынам Израилевым: кто представляет мирную жертву свою Господу, тот из мирной жертвы часть должен принести в приношение Господу; 30. своими руками должен он принести в жертву Господу: тук с грудью должен он принести [и сальник на печени], потрясая грудь пред лицем Господним; 31. тук сожжет священник на жертвеннике, а грудь принадлежит Аарону и сынам его; 32. и правое плечо, как возношение, из мирных жертв ваших отдавайте священнику: 33. кто из сынов Аароновых приносит кровь из мирной жертвы и тук, тому и правое плечо на долю; 34. ибо Я беру от сынов Израилевых из мирных жертв их грудь потрясания и плечо возношения, и отдаю их Аарону священнику и сынам его в вечный участок от сынов Израилевых.

Лев 7 // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней