Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл хӑйӗн свитинчи пупсемпе законҫӑсене (эпӗ вӗсене тумтирӗсенчен чухласа илтӗм) манпа калаҫма хушрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Пурте чура пулма ҫуралман, Сулла, — хӑюллӑн каласа хучӗ диктатор свитинчи пӗр патриций.— Не все, о Сулла, рождены для рабства, — смело возразил патриций из свиты диктатора.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ахаль, гражданла цензурӑсӑр пуҫне, вӑл вӑхӑтра урӑх, ҫар цензури туса хунӑ, унта генерал-адъютантсене, генерал-лейтенантсене, генерал-интендантсене, инженерсене, артиллеристсене, штаб начальникӗсене, патша свитинчи офицерсене, плац тата бау-адъютантсене, пӗр тутар князьне, икӗ православнӑй монаха кӗртнӗ, вӗсен председателӗ — тинӗс министрӗ пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Шӑп ҫак пит капӑрах тумланман ҫынсем генералсем иккенне, вӗсен хыҫӗнчерех утса пыракан тата пӑхма та шукӑльтерех курӑнакан ҫар ҫыннисем ҫав генералсен свитинчи ҫынсем пулнине тавҫӑрса илчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1