Поиск
Шырав ĕçĕ:
сассийӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Вӗсен куҫӗ мухтавлӑх аслӑлӑхне курнӑ, вӗсен хӑлхи Ун сассийӗн хӑватне илтнӗ.11. Величие славы видели глаза их, и славу голоса Его слышало ухо их.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр; 2. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 3. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 4. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 5. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр, 6. ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1