Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Кин вилчӗ те, самана саланчӗ пирӗн», — тет «Урпашра та вутчуль пур» повеҫри Варлам Сидорович.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Акӑ «Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу» калаври Иринӑпа Володьӑн, ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренекенскерсен, ӗҫ-пуҫ тени йӑлтах лайӑх пекчӗ, анчах «юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ» тет калавҫӑ.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Хыпар пӗтӗм яла типӗ курӑка хыпса илнӗ ҫулӑм пек хӑвӑрт саланчӗ.
Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Фельдшер ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх каллех сулхӑн ҫӳҫенчӗк сӑр-сӑр-сӑр саланчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кӗҫех куҫӗ ытамӗнчи палӑри-палӑрми тавралӑх, ҫурхи Атӑл пӑрӗ пек тапранса, хумханса илсе тӗпсӗр тинӗс сӗмлӗхӗпе хупланчӗ; пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх ӑшӑ хум, сӑрӑлтатса, йӑрр! юхса саланчӗ; ӑс-тӑнӗ йӗпе-сапаллӑ кӗрхи урапа ҫулӗн ҫӑрӑлчӑкне ҫаврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑрман тӑрӑх пӗрре савӑнӑҫлӑ, тепре салхуллӑ юрӑ чӗрене ҫӗклентерсе те ыраттарса, кайӑксен ҫепӗҫ юррипе пӗрлешсе таврана саланчӗ.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫӗрлехи сасӑ уҫӑ алӑкран вӗҫсе тухса таврана саланчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирхи апат хыҫҫӑн пӗчӗк ҫемье саланчӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юррипе пӗрле пӗкӗ айӗнчи йӗс шӑнкӑрав сасси шап-шурӑ хир тӑрӑх хаваслӑн янӑраса саланчӗ, кӗрт хушшинче лӑпчӑнса выртакан мулкачсене вӑратрӗ…
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ан тив, халӑх ним йышӑнмасӑрах саланчӗ пултӑр.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑх татӑклӑ ним те йышӑнмасӑрах саланчӗ пулсан та, пухуран Михха ӑншӑрт ҫапса хуҫнӑ пек вӑйсӑрланса таврӑнчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак хыпар утрав тӑрӑх чупса саланчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗленчӗ стена ҫумне ҫапӑнса саланчӗ, эреххи урай талккӑшӗпе юхса саралчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку хыпар Ҫтаппан килне ҫитме ӗлкӗриччен пӗтӗм яла саланчӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑх мӗнле кӗр пухӑнчӗ, Огуречниковсем тухса кайнине курсан, ҫавнашкалах кӗр саланчӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗртен-пӗр чӳрече кантӑкӗ чал-пӑр! саланчӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Саланчӗ Кӑкшамарти ҫӗнӗ ханлӑх, чӑл-пар саланчӗҫ Мамич-Бердейӗн ырӑ ӗмӗчӗсем.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл чӑл-пар саланчӗ те куҫ умӗнчех темиҫе ҫынна вӗлерсе тӑкрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воевода хушнипе стрелецсен пӗр пайӗ каҫмасене хураллама саланчӗ, ыттисем мӑрсасен тӗкӗрҫисемпе пӗрле сулӑсем тума тытӑнчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.