Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн пулнӑ, апатланас пулать, акӑ мӗн, — савӑнӑҫлӑн кулса илчӗ председатель.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ, тантӑшне ҫурӑмӗнчен тӗксе илчӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл паян хаваслӑ, хӑмӑр куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ванюк сап-сарӑ ҫӳҫне аллипе сӑтӑрса илчӗ, кӑн-кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса илчӗҫ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрӳ ӗҫре чун килениччен ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн канмалли кун пӗр-пӗр уяв пекех, ҫав тери савӑнӑҫлӑн туйӑнать.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Шӑпах ҫавӑн пек ӑнлантӑр-и эсир ман ӗҫе? — хӑйӗн телейне пӗрре ӗненнӗ, тепре ӗненмен пек савӑнӑҫлӑн ыйтрӗ вӑл клиентран.

— Так именно вы и поняли мою работу? — радостно спросил он клиента, как бы веря и не веря в свое счастье.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унпа пӗрле мастерской еннелле пыракан ҫынсем хӑйсене савӑнӑҫлӑн тыткаларӗҫ, анчах ҫак савӑнӑҫ докторӑн вӗрсе хӑпартнӑ пек самӑр та тулли пит-куҫӗнче пачах та палӑрмарӗ.

Одутловатое, напоминающее губку лицо доктора не выказывало той торжественности, какая читалась на физиономиях сопровождавших его людей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах, вӗренекенсен пӑлханчӑк сассине илтсен, вӗсен куҫӗсем темле хаваслӑн та савӑнӑҫлӑн, ҫав вӑхӑтрах такама хӑратнӑ пек йӑлкӑшса пӑхнине курсан, Фабиан господин ҫав самантрах кулма чарӑнчӗ.

Но улыбку его как рукой сняло, когда он услышал взволнованные голоса учеников и заметил в их взглядах какой-то радостный, торжественный и, как ему показалось, угрожающий блеск.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен пайӗсем ҫинчен каланӑ чухне унӑн тулли уйӑх пек ҫаврака пит-куҫӗ пӗчӗк ачанни пек савӑнӑҫлӑн ҫиҫме пуҫлать.

Когда он объяснял их устройство, его круглое, как полная луна, лицо сияло детской радостью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тархасшӑн ӑнланӑр эсир, хисеплӗ директорсемпе государство деятелӗсем, — терӗ Хородничану савӑнӑҫлӑн, — шӑпах вӗсем сирӗн стурзӑсем, коммунизма кунта илсе килеҫҫӗ!

Пойми-, те наконец, господа директоры и государственные деятели, — произнес Хородничану торжественно, — они, эти ваши стурзы, именно они и вызывают коммунизм!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор, ыттисене те хӑй шӳтленинчен кулма чӗннӗ пек, класри ачасем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ.

Директор бросил веселый взгляд на класс, словно приглашая посмеяться своей шутке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Макар Ильич! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Лавр Кузьмич, сӗтел хушшинчен сиксе тухса.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗрсем савӑнӑҫлӑн ҫуйӑхса ӗҫлеме пикенчӗҫ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ун тавра савӑнӑҫлӑн чупкаларӗ, шӑнкӑртаттарса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Виҫҫӗмӗшӗ савӑнӑҫлӑн кулкаласа аллине тӑссанах, уншӑн илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм:

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пире вӗсем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Халӑхӑн тӑвӑллӑ хумӗсем Михха ҫинелле куҫса пынине туйсан, Микула чӗри савӑнӑҫлӑн варкӑшма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑт савӑнӑҫлӑн калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн Ҫтаппан суд мӗнле пулни ҫинчен ыйтса пӗлме шут тытрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ҫеҫ савӑнӑҫлӑн вӑркӑшрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫултан таврӑннине савӑнӑҫлӑн кӗтсе илме пӑрахрӗ, ҫула тухса кайсан тунсӑхламарӗ, хӑй пуҫарса сӑмах хускатмарӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней