Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хрестукпа амӑшӗ урампа савӑнӑҫлӑн кулса-калаҫса аннине курсан, Тарье васкавлӑн кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрсен ушкӑнӗсем, ҫӑварни валли ҫатма ҫинче ӑшаланӑ хӗвелчамӑшне каткаласа, пуҫӗсене каҫӑртарах тытса, пӗри тепринчен хитререх утма тӑрӑшса, хӑйсем хушшинче савӑнӑҫлӑн калаҫса-кулса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин янӑравлӑ уҫӑ сассипе ҫӗкленӳллӗ такмаксем каласа, ӗҫкӗ ҫине ҫӗпре хушать, пурте савӑнӑҫлӑн кулкаласа алӑ ҫупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамӑн ҫӳл енче халӑх савӑнӑҫлӑн ырласа кӑшкӑрнине Захар Петрович шӑпӑрт шарламасӑр итлесе тарать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пур, пур, пӳлмелӗх те юлнӑ, — терӗ хӑй савӑнӑҫлӑн.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑпра лайӑх пиҫнӗ, — терӗ пӗррехинче Ахтупай апат ҫисе ларнӑ хушӑра хӑй сухаласа пӑрахнӑ ана ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ха, эсӗ вӑл ӑҫта пурӑннине те пӗлетӗн иккен! — савӑнӑҫлӑн кулчӗ Али-Акрам.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑвакалӗсене илнӗ турхан, эппин, калаҫу та пулнӑ вӗсен хушшинче, — савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ Иштерек.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ав мӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑнать ҫӗнӗ хулана, — терӗ ҫармӑс мӑрси савӑнӑҫлӑн.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ вӑл, эпир Ахтупайпа иксӗмӗр лартнӑ чаплӑ хула! — кулчӗ Ятламас Сӗве хули еннелле савӑнӑҫлӑн пӑхса.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир — походри ҫынсем, анчах та ку савӑнӑҫлӑн кӑштах пыра йӗпетсе илсен те ҫылӑх пулас ҫук.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йышӑнӑпӑр, йышӑнӑпӑр, — терӗ Серебряный хӑй уйӑрса янӑ ҫынсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем пуҫтарӑнсан савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Вырӑс хули пулать ку! Хусанпа тавлашакан хула пулать!» — тет вӑл; сӑрт синче пуртӑ сассисем янӑраса каяҫҫӗ, патша дружинникӗсем хула тума тытӑннӑ та иккен; патша патне кимӗпе унӑн савнийӗ анать, вӗсем ҫӗнӗ хулара савӑнӑҫлӑн пурӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Питӗ лайӑх вырӑна ларчӗ!.. — ҫав тери савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗҫ ачасем.

Помоги переводом

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Лекнӗ!.. — тем пекех савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса чупса пычӗ Уҫӑп та эп сарай ҫинче пакшапа аппаланнине курсан.

Помоги переводом

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

— Ну, вӑт, куртӑн-и? — ҫав тери савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл эп пырса кӗнӗ-кемӗн.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Ҫав тери савӑнӑҫлӑн, ҫунаттисене ал ҫупнӑ пек ҫапса, хавасланса шӑрантараҫҫӗ хӑйсен юррине.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Атӑл урлӑ каҫса Йӑлӑм вӑрманне кӗрсенех Геша: — Пулчӗ! — ҫав тери савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Помоги переводом

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Эхей, кун пек хӑна килсех тӑтӑр, — савӑнӑҫлӑн ялкӑшать Петӗр.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней