Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнтараканни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахи, пурне те савӑнтараканни ҫакӑ: талантне вӑл ӗҫре упрать, ӗҫре аталантарать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Савӑнтараканни терӗм ҫав.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Савӑнтараканни?..

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех савӑнтараканни те пур кунта.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чи савӑнтараканни вара — Машук питӗ кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ӑна савӑнтараканни, ун кӑмӑлне уҫаканни Эрнепи пулчӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улахсенче ҫамрӑксене купӑс каласа савӑнтараканни ҫавӑ пулнӑ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халлӗхе савӑнтараканни нимӗн те ҫук пулсан та, хатӗрлекен эрехе хамӑр пурте пӗрер стакан ӗҫсен питӗ лайӑх пуласса эпӗ ҫирӗппӗн ӗнентӗм.

Хотя веселого еще ничего не было, я был твердо уверен, что все-таки будет отлично, когда мы все выпьем по стакану готовившегося напитка.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Савӑнмалли те, савӑнтараканни те ҫителӗклӗ пирӗн.

У нас достаточно радости и приносящих радость.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Ҫак ҫӗнӗ пурнӑҫ вара вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ, унта ҫутӑ тата чуна илӗртсе те савӑнтараканни ҫав тери нумай пирки, Марусьӑн пурнӑҫӗ пӗчӗккӗ те кирлӗ марскер пек, пӗр илемсӗр пулнӑ пек туйӑнса тӑрать.

И была эта жизнь такой необозримо широкой, было в ней столько светлого и волнующего, что ее, марусино, существование показалось ей до обидного бесцветным, маленьким, ненужным.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Савӑнтараканни сахал, — сӑмахӗсене виҫнӗ пек татса каларӗ Бунчук.

— Отрадного мало, — взвешивая слова, заговорил Бунчук.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах пуринчен те ытларах пӗтӗм мастерскойпа Вера Павловнӑна савӑнтараканни вӑл туйсем пулчӗҫ.

А чаще всего причиною веселья для всей мастерской и радости для Веры Павловны бывали свадьбы.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Таврара пурте, пурте ют пулса тӑнӑ, савӑнтараканни нимӗн те юлман, Петя ҫине пурте тахҫанхи аваллӑхран пӑхнӑ пек туйӑннӑ.

Все, все вокруг стало чужим, все потеряло очарование, все смотрело на Петю как бы из далекого прошлого.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней