Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмӑн пӗтӗмпех ҫыхса пӗрнӗ, пупӑн — пурте шалпар: ҫул ҫине ҫӳренӗ чух тӑхӑнмалли чей ҫырли тӗслӗ чӑштӑртатакан пурҫӑн ряси те, усӑнса аннӑ ҫавра хырӑмӗ те, пит-куҫӗ те, ҫур кӑкӑрне ҫити ӳснӗ пысӑк сухалӗ те, лаптак сӑмсаллӑ, сарлака кунчаллӑ хӗрлӗ атти те ҫавах.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Манахӑн хӑмӑр ряси тӑрӑх Сервантес вӑл доминиканец пулнине пӗлнӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Никита аллисемпе пиччӗшӗн хулпуҫҫийӗнчен, кравать пуҫӗнчен, пукансенчен тытса чӳрече патнелле шунӑ; ряси ун ҫинче, хуҫӑк мачта ҫинчи парӑс пек, ҫакӑнса тӑнӑ; чӳрече умне ларсан, вӑл ҫӑварне уҫса аялалла, сад ҫинелле, инҫетелле, хура шӑрт пек курӑнакан вӑрман ҫинелле пӑхнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑн-пичӗ унӑн ыйткалаканӑнни пек пулнӑ; ряси хӗвелпе ҫунса тӗсне ҫухатнӑ, клобукӗ кивӗ шуҫ витре тӗслӗ пулса кайнӑ, аттин кӗллисем чалӑшнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах шӑллӗ, хӑйӗн шухӑшӗсем айне путса, унӑн сӑмахӗсене илтмерӗ пулас; вӑл сасартӑк, вӑраннӑ пек пулса, хӑйӗн илемсӗр кӗлеткине силлесе илчӗ; ряси ун ҫинчен хура юхӑмсемпе шуса анчӗ, тутисене чалӑштарса, вӑл, ҫилленнӗ пек пулса, питӗ те уҫӑмлӑн калаҫма тытӑнчӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чан ҫапакан — кӑшт аслӑрах; ырханкка кӗлетки ҫине тӑхӑнса янӑ шалпар ряси пӗркеленсе усӑнса тӑрать, унӑн сӑн-пичӗ илемсӗртерех.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юр пек шурӑ сухалӗпе мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗ кӗмӗл тӗслӗн кӑкӑрпа хура ряси тӑрӑх илемлӗн сапаланса анаҫҫӗ, вӗсем манах начар тумтир ҫийӗн пилӗкрен ҫыхнӑ кантра патнех ҫитеҫҫӗ, анчах пуринчен ытла мана вӑл искусство ҫинчен каланӑ сӑмахсемпе шухӑшсем тӗлӗнтерчӗҫ, тӳррипех калатӑп, эпӗ ҫав сӑмахсене нумай вӑхӑт хам чӗрере усрӑп тата хам пек художниксене те вӑл сӑмахсене чӗрере усрама сӗннӗ пулӑттӑм.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
- 1