Поиск
Шырав ĕçĕ:
Раща хӗрринчи тӗттӗм те ансӑр ҫул тӑрӑх тур лашапа мужик юрттарса пырать; сулхӑнпа пырать пулин те, вӑл пӗтӗмпех, хулпуҫҫи ҫинчи саплӑкӗ таранах, лайӑх курӑнать, лаша урисем ҫӑмӑллӑн та уҫҫӑн мӗкӗлтетеҫҫӗ; хӗвел пайӑркисем раща ӑшне кӗреҫҫӗ те, чӑтлӑх витӗр йӑлтӑртатса тухса, ӑвӑс вуллисем ҫине ҫав тери ӑшӑ ҫутӑ сапаҫҫӗ, вӗсем хыр вуллисем пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫулҫисем кӑвакарса каяҫҫӗ, вӗсен тӑрринчи тӳпене хӗвеланӑҫӗн кӑштах кӗренленнӗ шупка-кӑвак тӗсӗ хӑпарать.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Каҫ пулса килет; хӗвел садран ҫур ҫухрӑмри пысӑках мар ӑвӑс ращи хыҫнелле пытаннӑ; раща мӗлки хускалми выртакан хирсем урлӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлса выртать.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем часах раща урлӑ чупса каҫнӑ та улӑха пырса кӗнӗ, унтан, шурлӑхри вӗҫен-кайӑксене хӑратса кӑларса, тепӗр ращана кӗрсе ҫухалнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл картишӗнчен те чупса тухать: унӑн хурӑн ращине каяс килет; раща ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать ӑна, тавра ҫулпа мар, канавсемпе ҫатан картасем, шӑтӑксем урлӑ чупса тӳррӗн кайсан, вӑл ун патне пилӗк минутрах ҫитнӗ пулӗччӗ; анчах вӑл хӑрать: унта арҫурисем те, вӑрӑ-хурахсем те, хӑрушӑ тискер кайӑксем те пур, тесе калаҫаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Раща тавра ҫаврӑнса Жадрино ялне тухасса та шаннӑ вӑл, мӗншӗн тесен Жадрино раща хыҫӗнчех пулнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗчӗкҫӗ раща пекех.
XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Халь те акӑ каҫхи ыйхӑран вӑраннӑ раща чун-чӗрӗлчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах раща ҫулӗ ҫинче, тата темиҫе йӗр пуррипе, хӑйсем йӗрлесе килнӗ йӗре ҫухатрӗҫ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Таҫта инҫетре, раща варринче, тӑмана ухухлатни янӑраса кайрӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаша раща кӗтессине кӗчӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Раща инҫе маррине Ҫтаппан та астурӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӗ ӑна ку раща пушшех тискеррӗн курӑнчӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Раща кӗтессинчи ҫул кукрине кӗрсен, Макҫӑм лашине татах ҫапрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макҫӑм, раща хӳтлӗхӗнчен хӑвӑртрах тухса ӳкес тесе, лашине тилхепе вӗҫӗпе ҫапрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак раща тӗлӗнче кама та пулин вӗлермесӗр пӗр ҫул та иртмест.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Аякран вӑрман пек курӑнакан тӗксӗм тӑрӑх пачах та раща мар иккен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун ҫумӗнчех — пысӑках мар раща.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрӗслеве Шупашкарти «Раща», «Хулаҫум» тата «Тӗп вокзал» чарӑнусенче ирттернӗ.Проверка проводилась на остановке «Роща», на пригородном и центральном автовокзале в Чебоксарах.
Маскӑсӑр водительсене штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30410.html
Аякра, раща ҫывӑхнерех, пуртӑ сасси илтӗнет, вӑхӑтран вӑхӑта, аллисене сарса пуҫ тайнӑ пек, кӑтра йывӑҫ мухтавлӑн та шӑппӑн тӗршӗнсе анать…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Лере, раща тепӗр енче, сала пур: Юдино ятлӑскер.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.