Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑлтавпа Сергей, ашшӗ патне пухӑннӑ хӑнасем ӑна тахҫанчченех кӗтсе ларнӑ пулин те, унта кӗмерӗ, станица вӗҫне парӑнса кайса, хусах арӑм Грачихӑн пӗчӗк пӳрчӗ патӗнче чарӑнчӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр эрне ҫитнӗ пулмалла, — пӳрчӗ ҫакӑн пек шӑпланса, юхӑнса кайма ӗлкӗрнӗ вӗт-ха.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хресченӗн аслӑ пӳрчӗ тӑруках тӑвӑрланса кайрӗ: халь ӗнтӗ кунта, ӗнӗк тар шӑрши тулнӑ пирки, пӑчӑ, салтак тарӗпе вараланчӑк тумтир шӑрши тата ҫӗрме пуҫланӑ юн шӑрши кӗрет.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хурӑнӗсенчен нимӗҫсем вӑрӑм шертӗсем туса хатӗрлерӗҫ те, хуппине сӳмесӗрех, ҫав шертӗсемпе икӗ пӳрчӗ тӗлне те картасем тытса тухрӗҫ.Из берез немцы приготовили длинные слеги и, не очищая их от бересты, огородили оба дома.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унтан вара вӗсем пӗр пысӑк уҫланка пырса тухрӗҫ те, Костя лесник пӳрчӗ ларнине курчӗ, — пӳрчӗн тӑрри макланса ларнӑ, чӳрече хупписем, чалӑш-чӗлӗш ҫакӑнкаласа тӑраҫҫӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пурте хӑйсене хӑйсем ҫӑмӑлрах пек туйса, шавлакаласа, Ерофей Кузьмич хыҫҫӑн хурал пӳрчӗ патнелле кӗпӗрленсе утрӗҫ.И все, вслед за Ерофеем Кузьмичом, облегченно шумя, повалили обратно к сторожке.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чус витнӗ малти-кайриллӗ аслӑ пӳрчӗ вӑхӑт иртнӗ майӗпе, ҫил-ҫумӑр тавраш пырса ҫапнипе кӑшт кӑна тӗксӗмленнӗ.Просторный пятистенный дом под тесовой крышей только слегка посерел от времени, ветров и дождей.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Ҫапла вара… — телейлӗ ҫемьен пӳрчӗ пысӑк, аслӑ пулмалла.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Пӳрт тӑррине витнӗ черепица хушшинчен шӑтса тухса типсе ларнӑ курӑк ҫулҫисем ҫилпе вӗлкӗшеҫҫӗ, пӳрчӗ вара хӑйӗн пӗтӗм сӑнӗпе: кил хуҫисене улӑштарма вӑхӑт, тесе каланӑн туйӑнать.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Юра ҫил вӗҫтерсе кайнӑ хыҫҫӑн хуралса юлнӑ кӗркуннехи пахчасем урлӑ Володя Гриценкосен шурӑ пӳрчӗ патне упаленсе пычӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ланкин пӳрчӗ вырӑнӗнче ирӗлме пуҫланӑ юр айӗнчен кӑмрӑкланнӑ чул катӑкӗсен ванчӑкӗсемпе, тӗкне татнӑ вӗҫен кайӑк мӑйӗ пек курӑнакан, ҫап-ҫара та ҫип-ҫинҫе мӑрье ҫеҫ юлнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сыхлануллӑ пулас тесе, малтан ачасем Ланкин йӑмӑкӗн пӳрчӗ умӗнчен, ӑнсӑртран картишне кӗрсе тухнӑ пек туса, иртсе кайрӗҫ, анчах картишӗнче иккӗленмелли нимӗн те палӑрмарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ланкинӑн пӗчӗкҫеҫҫӗ пӳрчӗ ту ҫинче, рак хуран чулӗ кӑларнӑ лакӑмра ларнӑ.Домик Ланкина приютился в выемке горы, откуда вырезали с поверхности камень-ракушечник.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Белецкин пӳрчӗ плошадьре ларать.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Кил-ха кунта, кил! — Вӑл Назаркӑна аллинчен хытӑ ярса тытрӗ те хӑйӗн пӳрчӗ патне илсе кайрӗ.— Поди сюда, сюда! — Он сильно ухватил его за руки и отвел его к своей хате.
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Казаксем, яланах тенӗ пек, таса, тирпейлӗ пурӑнма юратаҫҫӗ пулин те, кунӑн ак малти пӳрчӗ пӗтӗмпех вараланчӑк, нимӗн йӗрки те ҫук.Вопреки обычной казаков заботливости о чистоте, горница вся была загажена и в величайшем беспорядке.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ерошка мучин пӳрчӗ самаях пысӑк, кивех мар, анчах та унта хӗрарӑм пулманни сисӗнет.Хата дяди Ерошки была довольно большая и не старая, но заметно было в ней отсутствие женщины.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кивӗ Эйпеҫ хурал пӳрчӗ умӗнчи чан юпи ҫине ҫӗнӗ ҫӗрсемпе усӑ курма тытӑнмалли йӑхсен списокне пуртӑпа, ҫӗҫӗпе картса, ана паллисемпе паллӑ туса хунӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Кӗтӳҫ пӳрчӗ ларакан сӑртран черкессем анатчӗҫ, вӗсем таркӑна чарӑнма хушса кӑшкӑрашрӗҫ.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӳрчӗ унӑн чӳречисемпе ҫурҫӗрелле пӑхатчӗ, ҫав енчен пӗтӗм Клисурӑ курӑнать, хуларан тата леререх Стара-планина тӑвӗ ҫӗкленет.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.