Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ вара пур ывӑлне те ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ: аслине — пуҫ пӳрни ҫине, иккӗмӗшне — шӗвӗр пӳрни ҫине, вӑталӑххине — вӑта пӳрни ҫине, ун хыҫрине — ятсӑр пӳрне ҫине, кӗҫӗннине — кача пӳрни ҫине.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Стукотей васкамасӑр ӗҫсе ярать, тутисене ҫулласа илет, куҫӗсене хупса, пӳрни ҫумне пӳрнине хурса сӑптӑрса кӑтартса тата мӗн те пулин ҫыртмалли кирлӗ пулнине систерет.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Шыва путнӑ чухне те вӑл, пӳрни вӗҫӗсем курӑнми пуличченех, пӳрнисемпе хачӑпа каснӑ пек туса кӑтартнӑ, тет.Уже утопая, он продолжал показывать пальцами над водой, что стрижено.
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫывӑракан ҫыннӑн аллин пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни тӗлӗнче Петя пӗчӗк якорь ӳкерчӗкне лайӑхах курма ӗлкӗрнӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара вӑл ҫӗрре пӳрни ҫине тӑхӑннӑ, ҫӗрӗ сасартӑк тӑвӑрланса, пӗчӗкленсе килнӗ, хӗрӗн пӳрнине лӑп кӑна юрӑхлӑ пулнӑ.И она надела перстень, который вдруг стал сжиматься на ее пальце, пока не оказался впору ей.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӗр хӑйӗн аллинчи пӑхӑр ҫӗррине, сар-ту хрусталӗн ванчӑкӗпе куҫ хывнӑ ҫӗрре парать, Палан Тӑван, ҫав вӑхӑтрах, нимӗн турткаланса тӑмасӑр, вӑта пӳрни ҫинчи пиллӗх ҫӗррине кӑларса илет, ҫӗнӗ ҫын пӳрни ҫине тӑхӑнтартать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн ӳсӗртерех сӑн-пичӗ ҫинче: «Сана сӗвӗп-ха та, мур пуҫӗ!» тесе ҫырнӑн туйӑнать, пӳрни хӑй те ҫӗнтерӳ палли пек курӑнса тӑрать.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Санька хурта пӳрни ҫине лартрӗ, ӑна хӗвел ҫинче типме пулӑшрӗ, лешӗ вара ҫуначӗсене тӳрлетрӗ те вӗҫсе кайрӗ.Санька посадил букашку на палец, дал ей обсушиться на солнце — и она, расправив крылышки, улетела.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ольга, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳрни вӗҫӗсене тӑсса пачӗ, вӗсене Обломов кӑшт перӗнсенех, Ольга аллине каялла туртса илчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн кашни пӳрни ҫине гель ручкипе мӑнтӑр сас палли ҫырса хунӑ.На каждом пальце кулака была нарисована гелиевой ручкой жирная буква.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Сулахай аллин сарса янӑ пуҫ пӳрни ҫине палитра тӑхӑнтарнӑ, вӑл картининчен те илемлӗрех — тӑрӑхла ҫаврака хӑма, ун ҫинче пӗтӗм краскасем — тинӗсӗн тӗрлӗ тӗсӗсем, пӗлӗт, тӑм, сирень, курӑк, шурӑ пӗлӗт тӗсӗсем юмахри пек илемлӗ сапаланса выртаҫҫӗ…
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аллисене хура ҫипрен ҫыхнӑ пӳрни вӗҫӗсене юри татнӑ перчетке тӑхӑннӑ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшне те кӑшт ҫеҫ астӑвать: темӗнле шӳсе кайнӑ такана, хӗрелнӗ алӑсем, яка пӳрни ҫинче Киевра тунӑ ҫӗрӗ, такана таврашӗнче темӗн чухлӗ йӑлтӑртатакан супӑнь хӑмписем вӗҫеҫҫӗ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачасем Расщепей тавра карах кӗпӗрленчӗҫ, пурте вӑл мӗскӗре кӑтартнине ун пӳрни вӗҫҫӗн курасшӑн.Все обступили Расщепея, стараясь из-под его руки увидеть, что он показывает.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пӳрнене хӗсмест, йӑтма йывӑр мар, ӗҫлеме чармасть, сӑмса шӑнкарма анчах пӑртак кансӗрлет пулмалла, — тенӗ вӑл, ҫӗррине вӑта пӳрни ҫине тӑхӑнса.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара вӑл тем чухлӗ хӑна пуҫтарать, вӗсене пушӑ сӗтел хушшине лартать, унтан, кача пӳрни ҫинчен пил ҫӗррине хывса: — Пулас пекки пултӑр! Ҫиер умран юличчен, ӗҫер кайса ӳкиччен! — тет.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫунакан кӑвайт умӗнче ментикне йӳле янӑ кӑтра гусар вӑрӑм мӑйӑхне шӗвӗр пӳрни ҫине пӗтӗрсе ларать.У костра, намотав длинный ус на палец, сидит кудрявый гусар в расстегнутом ментике.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑхӑр, ҫав ҫӑлтӑр Кассиопея, акӑ, акӑ, ҫапла тӑрас пулать, ман пӳрне вӗҫҫӗн пӑхӑр… — Ҫӑлтӑр йӑвашшӑн, алла вӗреннӗ кайӑк пек, унӑн пӳрни ҫине пырса ларчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950