Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнчӗ (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре шут тытнине улӑштарса, йывӑҫ хуппине каллех кӗсйине чикрӗ, пит-куҫне йӑл ҫутӑлтарса, мӑнаккӑшӗ патне пӗшкӗнчӗ те унӑн сӑнсӑрлалнӑ ватӑ тутинчен чуптуса илчӗ.

Но вдруг какая-то новая мысль пришла ему в голову, и он остановился, раздумывая, его лицо просияло, и, как видно, что-то решив про себя, он сунул кору обратно в карман, нагнулся, поцеловал сморщенные губы.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ун патнелле пӗшкӗнчӗ те ҫапла каларӗ: — Уяр, уяр, вӗҫсе маях килнелле, — Сан килӳнте пушар, ачусем пӗчченех, — терӗ.

Том наклонился к ней и сказал: Божья коровка, скорей улетай, в твоем доме пожар, своих деток спасай.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки унӑн хӑлхи патне каллех пӗшкӗнчӗ те, вӑл сывланипе Томӑн кӑтрарах ҫӳҫӗ вӗл-вӗл туса илчӗ, вара Бекки шӑппӑн: — Эпӗ… сире… юрататӑп! — терӗ.

Она наклонилась так близко, что от ее дыхания зашевелились волосы Тома, и шепнула: «Я — вас — люблю»!

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

2. Ҫӳлхуҫана ҫирӗп шанса тӑтӑм та — Вӑл ман енне пӗшкӗнчӗ те эпӗ йӗрсе йӑлӑннине илтрӗ; 3. мана хӑрушӑ шӑтӑкран, юшкӑнлӑ шурлӑхран туртса кӑларчӗ, урана чул ҫине пустарчӗ, ӑна тӗреклӗ тӑратрӗ; 4. Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн чӗлхеме ҫӗнӗ юрӑ вӗрентрӗ.

2. Твердо уповал я на Господа, и Он приклонился ко мне и услышал вопль мой; 3. извлек меня из страшного рва, из тинистого болота, и поставил на камне ноги мои и утвердил стопы мои; 4. и вложил в уста мои новую песнь - хвалу Богу нашему.

Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней