Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳлме пушансан, кӗсье якалсан, пуҫӗ усӑнать, вара кӑмӑл екки те, савӑнӑҫӗ те пӗтет, ҫын куҫӗнчен те пӑхаймасть, татӑк ҫӑкӑршӑн та ӳксе пуҫ ҫапма хатӗр, мӗскӗне ҫаврӑнать.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑх-ха епле хӗрлӗ, уҫса та пӑхаймасть.
Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Никама куҫран пӑхаймасть.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эпир шуйттансен тискер аллинче, тӗрӗсрех — паллӑ мар хатӗрсен витӗмӗпе пулса тӑнӑ хӑрушла чӑнлӑхра, ҫав хатӗрсене пирӗнтен нихӑшӗ те тытса пӑхаймасть, курма мехел ҫитереймест; эпир пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ, нимӗн те ӑнланмастпӑр, айӑпсӑрскерсем, ӑна ҫухатаканскерсем — кӗҫех вара ӑсран йӑлтах тайӑлатпӑр та сывлӑша тискеррӗн ҫурса улама-ӳлеме тытӑнатпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Именнипе питҫӑмарти хӗрупраҫӑнни евӗр хӗрелсе тӑрать унӑн, тути хупӑнма манать, куҫӗ ҫынна питрен пӑхаймасть, ҫавӑнпа, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, чӑл-чал вылянать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эсир сывлӑхлӑ, лӑпкӑ, сирӗн хӑвӑр юратакан ӗҫсем пур: сирӗн юратнӑ арӑмӑр питӗ имшеррипе килти хуҫалӑхра та ӗҫлеймест, ку ӗҫе тарҫӑсене шанса панӑ, ачисене те пӑхаймасть, вӗсем ача пӑхакан хӗрарӑмсем аллинче, хӑй юратмалли пӗр-пӗр ӗҫ те тума пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнсӗр пуҫне нимӗне те юратмасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кӑштах хӗрӗнкӗ ӗнтӗ, каланӑ хушӑрах тытӑнкаласа тӑрать, хайне ӗненессе шансах кайманран пулас, хӑйпе пӗрле лараканни ҫине хӑюллӑнах пӑхаймасть вӑл, ҫитменнине тата вӑл ку ӗҫре ытла та паллӑ выран йышӑнса тӑнӑ-мӗн, хӑй каласа панӑ тӑрӑх, унта чикӗсӗр хӑрушӑ пулнӑ-мӗн, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, каласа панӑ чух вӑл чӑнлӑхран пит аякка пӑрӑнни.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрсенех, Таньӑн чӗлхи ҫаврӑнми пулать, куҫӗсем ӑна итлеми пулаҫҫӗ — вӑл ашшӗ ҫине тӳррӗн пӑхаймасть.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тав тума пуҫларӗ, хӑй мана куҫран пӑхаймасть.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна хирӗҫ никам та витерсе пӑхаймасть, унӑн канӑҫа пӗлмен паттӑр чун хавалӗ хӑй хытанка пулсан та куҫӗнче куҫ кӗски ҫинчи пек палӑрать.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ ӗнтӗ ҫаксем пурте мӗн тума кирлӗ, енчен ашшӗ текех унӑн тетрачӗсене пӑхаймасть пулсан, шкула пырса вӑл учительсемпе те калаҫас ҫук!..
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл савнийӗ ҫине пӑхаймасть.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ӑна лӑпкӑн никам та пӑхаймасть пулӗ.
Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15
- 1