Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шакӑр пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыратчӗ.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Лӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ҫумӗпе Полли мӑнаккӑшӗ иртсе пыратчӗ, вӑл хӗрсе кайсах хӑй тусӗпе темӗн ҫинчен сӑмахлать.Как раз в ту минуту, когда тетя Полли, оживленно разговаривая с приятельницей, проходила мимо.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ялтан чылай аякри ҫырмара ҫурхи шыв ансан ҫулсерен шыв сиккийӗ тарӑнланса, анлӑланса пыратчӗ, ҫывӑхрах тыр-пул аниччӗ.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Ҫак идейӑ пуртан пӗрремӗш кӗнекере социаллӑ кӗрешӳ те вӑйлансах пыратчӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ӗҫ калӑпӑшӗ те ҫултан-ҫул пысӑкланатчӗ, тухӑҫ та ӳсӗм ҫулӗпе пыратчӗ.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Аниса Алексеева тӗрлӗ чӗлхене танлаштарассипе ҫыхӑннӑ «Танлаштаруллӑ лингвистика, контрастивистика» курса ертсе пыратчӗ.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Ял ачисем хушшинче Илларион Титович ачисем яланах улӑх пуҫне шыва кӗме, хур чӗпписем евӗр утса, каятчӗҫ: малта Аркадий, ун хыҫӗнче Леонид, чи кайри – Юра, малтисене вӗтӗлтетсе чупа-чупа ҫитсе пыратчӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Чӑнахах та — пурте пулса пыратчӗ.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Шӑпах пиччем Леонид Михайлович ҫав вӑхӑтра «Колос» хуҫалӑха ертсе пыратчӗ, вӑл пулӑшрӗ те мана, отпуска килнӗскерне, кунта юлма.
«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ…» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.
Иван Перов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12957.html
Унта пауэрлифтинг енӗпе турнир пыратчӗ.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
12. Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те, 13. чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ ҫавӑнпа вӑл хирти пур йывӑҫран та ҫӳллӗрехчӗ, турачӗ те нумайччӗ унӑн, хунавӗ те йышлансах пыратчӗ, йывӑҫӗ ӳснӗҫемӗн, шывӗ тулӑх пулнӑран, хунавӗсем паркаланатчӗҫ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм: 7. акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм, 8. урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ, 9. каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.