Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ вара тӗрлӗ вӑйсене пӗрле пуҫтарма, хальхи капӑр тумсене туллирех те ӗлккенрех хайлама, ахах-мерчен таврашӗпе ӑнӑҫлӑ усӑ курма пулӑшать.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗрлӗ кӑшманпа ҫӗрулми кӑларса пуҫтарма та шефсем килетчӗҫ, вӗсене апатлантарма вара ҫирӗмшер сурӑх пусаттӑмӑр…
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Укҫа пуҫтарма пултаракан упӑшка — укҫана ӗҫкӗпе пӗтерекен упӑшка мар…
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫав хушӑрах ролл-матсемпе ӗҫлеме ансат та меллӗ пулни, вӗсене сарса хума тата каялла пуҫтарма вӑхӑт нумай кирлӗ пулманни (30-40 минута яхӑн) спорт залӗсен лаптӑкӗпе анлӑн усӑ курма пулӑшать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Иккӗшӗ манӑн ватӑ хуҫасем, виҫҫӗмӗшне палламастӑп, — калать те калать Ҫинкка, калаҫнӑ май ӗҫне те тӑвать: купасенчи сӳс ҫурӑмӗсене те йӑтать, тӳнӗ сӳсе майласа пуҫтарма та пулӑшать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене тирпейлӗн пуҫтарма та ӗлкӗреймен: пӗчӗкреххисем ҫаплах ларса юлнӑ, вӗсем тӑлӑххӑн ҫӗрелле усӑннӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Нимӗҫсем кунта сайра хутра ҫеҫ ҫӑмарта, сӗт-ҫу, аш-какай, ҫӑнӑх пуҫтарма килсе тухкалаҫҫӗ, — утнӑ май пӗлтерчӗ Петро.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Матӗрне ӑна утиялпа витсе хӑварчӗ, сӗтел ҫине пуҫтарма тытӑнчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем ҫине уйӑрнӑ ҫӑвӑр хуртсем ларсан чикмекпе хӑпарса кунтӑк ӑшне пуҫтарма тиветчӗ, е тата чикмексӗрех ҫӑкасем ҫине хӑпарса каяттӑмччӗ.
Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.
Тытӑнтӑм хайхи пуҫтарма.
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Эпӗ тӑван ялӑн вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен тӗпчев материалӗсем пуҫтарма тытӑнтӑм.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Тӑна кӗрсе ҫитсенех ҫиччӗри имшеркке ача тарнӑ панулмисене каялла кутамккана пуҫтарма пикенчӗ, лӑпчӑннисене айккине пемерӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе малтан куҫне, унтан панулмисене шӑлкаласа илсе пуҫтарнисем ҫине хучӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Йӑмӑкӗ, Клавди, вӑрҫӑ вӗҫленсе пынӑ ҫул пӗчӗк ҫунапа ҫывӑхри вӑрмана типӗ турат пуҫтарма кайсан шӑнса килчӗ те нумай тӑраймарӗ, ҫӗре кӗчӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Амӑшӗ, хӗрарӑм йӑлипе, куҫне самай йӗпетсе илчӗ те сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ пуҫтарма тытӑнчӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Типографире хаҫатшӑн яваплӑ ҫын пӗр-пӗр материал ятне урӑх шрифтпа ҫӗнӗрен пуҫтарма ыйтсан, чӑтса тӑр.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Мукина курса кӑмӑлӗ тулнӑ хӗр хӗвел пек ҫиҫсе ӗс вырӑнне таврӑнать, хаҫат материалӗсен ячӗсене пуҫтарма кирлӗ саспалли шрифчӗсен ещӗкӗсем патне кӑмӑллӑн сиккелесе кайса килет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Хӗрсем ҫеҫпӗл пуҫтарма пуҫларӗҫ.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӗрарӑмсем ӳкнӗ пучахсене пуҫтарма (ахалех пӗтеҫҫӗ) тытӑнчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Штрафланӑ хыҫҫӑн ачасем вӑхӑтлӑха курӑк пуҫтарма пӑрахрӗҫ, — хирсемпе ҫарансем пурте колхозӑн-ҫке.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗррехинче ҫамрӑк Кузнецовсем кукша хире — вӑрлӑх ҫитменнипе акса хӑварайман лаптӑксене, ҫумкурӑк пусса илнӗскере, курӑк пуҫтарма кайнӑ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.