Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ыраш пуссин, леш енче паҫӑрхи пекех тыр выракан машина кӗрлет.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Инҫетре, чечекленекен карта тулашӗнче, тырӑ пуссин сӑрчӗсем курӑнаҫҫӗ.Вдали, за цветущей изгородью, виднелись холмы хлебных полей.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Пуссин тарӑнӑшӗ ултӑ аршӑна яхӑн пулнӑ, пӗр аршӑна яхӑн шыв тӑнӑ.В колодце было всего шесть аршин глубины, и только на аршин стояла вода.
Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тырӑ пуссин ҫуррине пухса пӗтернӗ ӗнтӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шыв тултарнӑ икӗ пичке суха пуссин икӗ енче те кармашӑнса лараҫҫӗ.Две бочки, наполненные водой, возвышались с обеих сторон поля.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫамрӑксем ҫырма хӗрринчен пӑрӑнчӗҫ те ылтӑн пек сарӑ та ҫӳлӗ ыраш пусси хушшинчи тӑвӑр та тарӑн канав тӑрӑх утрӗҫ; ыраш пуссин пӗр енчен вӗсен ҫине сулхӑн ӳкет; хӗвел шевли пучахсем ҫийӗн шунӑн туйӑнать, тӑрисем юрлаҫҫӗ, путенесем пӗтӗлтетеҫҫӗ; пур ҫӗрте те курӑк ешерет, ырӑ та лӑпкӑ ҫил вӗсен ҫулҫисене чӗтретет, ҫеҫкесен тӑррине силлентерет.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хура ҫӗртме пуссин юр айӗнчи хытхура пусса илнӗ пысӑк мар лаптӑкӗ, пӗр-пӗрин ҫине икӗ енчен талпӑнса килекен юланутсем хушшине лексе, ут чӗрнисен айне пулчӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Газик урпа пуссин вырман кӗтессине, хирте ларакан комбайна, ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсене ҫутатрӗ, вара ҫул ҫине сиксе тухрӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара хура армутипе хытхура тӗмисен ҫийӗпе, хуралнӑ хӑмӑлсене явӑннӑ йытпырши ҫыхланчӑкӗсем ҫийӗпе, кӗрхи ҫӗртме пуссин хумлӑ-хумлӑ кӑтрашкисем ҫийӗпе, ҫеҫенхир тӑрӑх каҫхи тӗксӗм мӗлкесен сӗтӗрӗнчӗкӗсене хӑвара-хӑвара, хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр сассӑр, сӑрӑ кашкӑр ами пек йӑпшӑнса, тӗттӗм ҫӗр килсе ҫитет.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1