Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна май эпир ҫын ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама пултармалли майсене танлаштарас тесе нумай ӗҫ тӑватпӑр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫаксем Тилли ӑҫтарах пурӑннине, мӗнле самана ҫынни пулнине кӑтартса параҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пирӗн шутпа, ҫак шурӑ япаласем — чӑваш халӑхӗ тирпейлӗ, таса пурӑннине кӑтартакан тӗслӗх.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Упӑшкипе пӗрле ҫарта пурӑннине аса илсен, кӑвакарма пуҫланӑ пуҫне ик аллипе тытса, ухмаха ернӗ пек хытса, таҫталла пӑхса ларать Мария Тимофеевна.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ҫимунпа пурӑннине пӗлсен, килмессе те пултарать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял касма юратмастӑмччӗ те ҫав, ак халӗ йывӑрлӑх килсе тухрӗ те ҫӳреҫех пулать, кашнинпе калаҫмалла, кашни мӗнле пурӑннине пӗлмелле.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лайӑх пурӑннине кӗвӗҫеҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем унта мӗнле пурӑннине пӗлетӗн-и?
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрӑм Павӑл патӗнче тарҫӑра пурӑннине асту…
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйӗннипе ҫеҫ ан мухтантӑр, ҫынсем мӗнле пурӑннине те куртӑр.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сантӑркка, хӑнине симпылпа, чейпе сӑйланӑ май, йыснӑшсем юлашки вӑхӑтра мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анук, Микула каласа панинчен Матӗрне хулара пурӑннине пӗлчӗ пулсан та, пӳртри япаласем кунта пурнӑҫ пӗр самантлӑха та чарӑнман пекех кӑтартаҫҫӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ху мӗнле пурӑннине каласа пар…
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула ӑҫта пурӑннине пӗлнӗ пулсан та, Ҫтаппан кувта пуҫламӑш хут килчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анукпа Кӗтерук, пӗр пӑхсах пӳлӗм таса та капӑррине курса, кунта хӗрарӑм пурӑннине тавҫӑрчӗҫ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй тӗллӗн тытма май килмесен, ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлсе, хулари полицейскисем пулӑшнипе тытма шухӑшланӑччӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Мӗн тума? Эпӗ суя паспортпа пурӑннине пӗлчӗҫ-ши? Миххан мунчине ҫунтарнӑ тесе арӗслеме килчӗҫ-им?» — таҫта тӗпсӗр шӑтӑка ярӑннӑ пекех туйӑнчӗ Микулана.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫамрӑк ҫын турӑ йӗркисене тытса пурӑннине мухтама тивӗҫ, — мӑкӑртатрӗ квартальнӑй.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Апла вӗсем начар пурӑннине ӑнланчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье кӗвӗҫнипе пӗрлех, арлӑ-арӑмлӑ пулнӑранпах телейсӗррине, тӑлӑх-турат пек пурӑннине аса илчӗ те пушшех тарӑхрӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.