Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмасан (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫӗ-кукри ҫырлахтараканни пулмасан, хатӗрлӗн унта!..

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн тахҫантанпах упӑшки пулмасан та, пӗчӗк хӗрӗпе ӑна пӑрахса вӑл хулана тухса кайнӑччӗ, Канашева чун-чӗререн ял ҫыннисен пуҫарӑвне: «тем тусан та вӑрҫӑ валли — вӗлерттерме ача ҫуратмалла мар» тенине чӗререн ырларӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫҫӗмӗш пулмасан та пурнӑҫӗн тӑваттӑмӗш пайне этем санпа юнашар ирттерет.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑрантарма, пӑхма ӑна ансат — ешӗл курӑк, утӑ пулмасан, улӑм, ҫурма ҫӗрни, пӳрт тӑрри ҫине витти пулни те юрать.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен вӑйӗ пулмасан та, тем пек выртса канас килсен те вӑл чӑтрӗ, ӑнланчӗ — хуйхӑпа пӗкӗрӗлнӗ ҫынсем ыттисен савӑнӑҫне те пулин пӗрле пайласшӑн.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пулмасан та шутласа кӑларакансене хӑйсем ҫапла курас тесе шутлани те ҫитӗччӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яланах тутӑ пулмасан та ӑшӑра та савӑнӑҫра.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каллех ҫыру пулмасан та пурнӑҫ, ачасем ҫинчен калаҫрӗ — вӑл та лӑплану-ҫке.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем хӑйсен предметне юратнӑ, ӑна ачасем те юратчӑр тесе пӗлӳ панӑ, анчах ҫирӗп ыйтасси ҫинчен те манман, мӗншӗн тесен «ҫирӗп» пулмасан ачасем кахалланаҫҫӗ те вӗренме пӑрахаҫҫӗ.

Они любили свой предмет, давали знания так, чтобы и дети полюбили его, но не забывали и о строгости, потому что без «твëрдой» руки дети просто разленятся и совсем забросят учебу.

"Учитель ҫинчен вӗрентекен" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3466759

Ҫӳлте пӗлӗтсем пулмасан е вӗсем сахал пулсан, сӑнавҫӑсем таблица ҫине ункӑ О ӳкернӗ.

Если облаков на небе не было или же их было немного, наблюдатели ставили в таблице знак ◯.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗ пулмасан вӗсене телевизор, компьютер, карас телефонӗ улӑштарать.

Помоги переводом

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

— Мана качча илес кӑмӑл пулмасан та юрать, анчах манпа пӗрле вырӑн ҫине выртасшӑн мар пулни мӗне пӗлтерет?!

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрахчен ответ пулмасан, аса илтерсе тепре ҫырӑпӑр.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах кайран, алӑра влаҫ пулмасан, командир прависем ҫук пулсан, малашне чин ӳсесси те ҫук пулсан, ҫарта форма ниме те пӗлтерменнине ӑнланса илнӗ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта вӑл ыйтнине майлӑ пулмасан, вӑл комсомол хула комитетне кайнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй пулмасан та, амӑшӗ унта-кунта аякках тухса ҫӳрекен марччӗ».

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кружока ертсе пыма парти членӗ пулмасан та юрать.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак пӗчӗк мӑкшӑсем пулмасан, халех ӗҫе тухса чупмалла, — ачисене тепӗр хут чуптуса илчӗ Васса.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пулмасан — пушӑ аврипе, туяпа, пекӗпе, чул таткипе…

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Выльӑх апачӗ пулмасан, эпир калаҫни, шавлани, обязательство илни пушӑ сӑмах ҫеҫ.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней