Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арӑмӗпе ачисем таврӑнсан та вӑрттӑн кӗтессенче тӗл пулкалатчӗҫ вӗсем.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Маневра аран-аран пӑртак астӑватӑп, анчах ун чухне пирӗн патӑрта офицерсем нумай пулкалатчӗҫ.Маневры помню чуть-чуть, только тогда у нас много офицеров было.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӑнӑх ҫук чухне, — унашкал вӑхӑтсем те час-часах пулкалатчӗҫ, — ҫӑнӑх шӳрпи вырӑнне нимӗр ҫиеттӗмӗр: какай шӳрпине ҫӗрулми ярса пӗҫереттӗмӗр те, ӑна тӳсе нимӗр тӑваттӑмӑр.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Малтанах ҫакнашкал япаласем пулкалатчӗҫ: лётчик вӗҫеврен таврӑнать те, тӑшман самолечӗ ҫине ҫывӑхран петӗм, тесе рапортлать.Бывало так: лётчик прилетит и докладывает, что вёл огонь с короткой дистанции.
12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вара Иван Ивановичӗ, витӗрех куратчӗ те вӑл, урам варринчи пылчӑкла лупашкана-и, е урӑх чыссӑр япалана асӑрхасан, ун пек япаласем Миргородра пулкалатчӗҫ ӗнтӗ, яланах Иван Никифоровича систеретчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл ним чӗнмесӗр ӗҫсе, ним чӗнмесӗрех урисемпе кӑштӑртатса туха-туха кайнӑ каҫсем те пулкалатчӗҫ, анчах эпӗ темиҫе хутчен вӑл пророк пек пулса, ҫынсем ҫинчен тӳрӗ сӑмах каласа, вӗсем мӗнлине кӑтарта-кӑтарта панине илтнӗччӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн яланах варӗ ырататчӗ, вӑл вуҫех те ҫиме пултарайман кунсем те пулкалатчӗҫ; пӗчӗк ҫӑкӑр татӑкӗ ҫини те ун ӑшчиккине йӑлтах ыраттарса, хӑсас килнипе аптӑратса ҫитеретчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана час-часах кӳрентеретчӗ, анчах ҫакӑн пек кунсем те пулкалатчӗҫ: унӑн ваткӑ пек кӳпшем пичӗ салхулланса каятчӗ, куҫӗсем куҫҫуль айнех путатчӗҫ, вӑл вара пит ӗненмелле калатчӗ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫурт ашӗнче пурте темле пӗлме ҫук тӗлӗнмелле те кулӑшлаччӗ: кухняран столовӑя хваттерти пӗртен-пӗр пӗчӗк, тӑвӑр клозет витӗр тухса сӳремеллеччӗ; ун витӗр столовӑя сӑмавар тата апат-ҫимӗҫсем иле-иле кӗретчӗҫ, ун пирки савӑнӑҫлӑн шӳт туса кулкалатчӗҫ, час-часах кулӑшла япаласем те пулкалатчӗҫ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша лайӑх вӗренет, Витюшка вӑра апла мар, ун ӑнӑҫсӑрлӑхсем пулкалатчӗҫ, пиччӗшӗ вара ӑна хӑратса: — Хам ҫума кӑкарса сӗтӗрттеретӗп, — тетчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑрҫӑччен вӗсем ман патӑмра час та часах пулкалатчӗҫ, — хушса хучӗ вӑл.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Алӑкра икӗ штатски тӑратчӗ — вӗсене полкри мӗнпур офицер пӗлетчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пухури каҫсенче пулкалатчӗҫ: пӗри — Казначейство тӳри, тепри — суд приставӗн тӑванӗ, пысӑк мар ҫӗр улпучӗ, — иккӗш те пит йӗркеллӗ, чип-чипер ҫамрӑк ҫын.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1