Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куравӑн концепцийӗ паян кӑтартнӑ компанисен инновациллӗ пуласлӑхӗн демонстрацийӗнче пулса тӑрать, ҫавсене нейросеть туса хунӑ.
Пушкӑртстан искусствӑлла интеллект йӗркеленӗ курава хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3905198
Вӗсенче Чӑваш Ен ҫеҫ мар, Раҫҫей пуласлӑхӗн аталанӑвӗ те.
Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745
Шухӑша путса, револьверне вӗҫертмесӗр вӑл япӑх ҫапса ҫирӗплетнӗ сак ҫине лаштах ларчӗ; халӗ пуласлӑхӗн тӗттӗмлӗхне тата вун тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ канлӗх черченлӗхне нихӑҫанхинчен те уҫӑмлӑрах туять.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сирӗн ҫут ӗҫ анинчи ырми-канми ӗҫӗр тата пурнӑҫри яваплӑхлӑ хастарлӑхӑр – килес ӑрусен ҫитӗнӗвӗн, эппин, республикӑмӑрпа ҫӗршывӑмӑрӑн тивӗҫлӗ пуласлӑхӗн те, шанчӑклӑ никӗсӗ.
Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/05/news-3675215
Шӑпах эсир анлӑ пӗлӳллӗ, ӑс-хакӑл енӗпе аталаннӑ ҫамрӑксене ҫитӗнтеретӗр, вӗсем Чӑваш Республикин тата пӗтӗм Раҫҫейӗн пуласлӑхӗн никӗсне хывӗҫ.
Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/05/glav ... et-s-dnyom
Ҫак каҫ фронтри ҫинчен каласа кӑтартма темӗн шухӑшласа хунӑччӗ, вара вӑл хӑйӗн халӗ паллах мар пуласлӑхӗн кӑмӑллӑ йӗрӗсене пысӑк хавхаланупа ярса тытрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫакӑ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ, тӑнӑҫлӑх, общество ырлӑхӗн, пирӗн ачасен телейлӗ пуласлӑхӗн никӗсӗ!
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
- 1