Поиск
Шырав ĕçĕ:
пророксенӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ, терӗ.24. И в нем найдена кровь пророков и святых и всех убитых на земле.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем; 20. сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пирӗн тата пророксенӗн чӑн сӑмахӗ пур; эсир ҫав сӑмаха ҫутаткӑҫ вырӑнне — кун ҫутӑлса киличчен, хӑвӑр чӗрӗрте шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухиччен тӗттӗм ҫӗрте ҫутатса ларакан ҫутаткӑҫ вырӑнне — хурса аван тӑватӑр; 20. пуринчен ытла эсир Ҫырури малашнехине пӗлтерсе каланӑ сӑмахсене нихӑшне те хӑвӑр тӗллӗн ӑнласа илес ҫуккине пӗлсе тӑрӑр.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ, 28. вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫавӑнпа та Турӑ ӑслӑлӑхӗ каланӑ: «вӗсем патне пророксем, апостолсем ярӑп, вӗсене хӑшне вӗлерӗҫ, хӑшне хӑваласа ярӗҫ» тенӗ; 50-51. тӗнче пулнӑранпа тӑкӑннӑ пур пророксенӗн юнне — Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче вӗлернӗ Захария юнӗ таран — ҫак ӑруран шыраччӑр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр, 30. тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр; 31. ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр; 32. аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1