Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

программӑпа (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Патшалӑх ҫемьесене «Амӑшӗн капиталӗ» программӑпа ача йышне ӳстермешкӗн хавхалантарма тытӑннӑ хыҫҫӑн сертификата тивӗҫнисенчен чылайӑшӗ пурӑнмалли условисене лайӑхлатма — хваттер туянма — пикенчӗ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Журналистсен лайӑх ӗҫне, тарӑн шухӑшлӑ информацие уйӑрса илме, пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс те илӗртӳллӗн каласа пама пӗлнине пула эфира тӑван чӗлхепе тухакан ҫӗнӗ хыпарсемпе, тӗрлӗ кӑларӑмпа тата программӑпа ҫӗр-шывӑн кирек хӑш кӗтесӗнче те паллашма майсем пур.

Благодаря эффективной работе журналистов, их умению выделить содержательную информацию, точно и ярко рассказать о событиях, новости, передачи и программы на родном языке стали доступны в любом уголке страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Чӑваш Енӗн «тӗп тухтӑрӗ» Алла Самойлова «Земство тухтӑрӗ» программӑна халь хула йышши поселоксем те /Вӑрнар, Вӑрмар, Кӳкеҫ.../ хутшӑннипе, асӑннӑ программӑпа укҫа илме пултаракансен ҫулне 50 ҫул таран ӳстернипе укҫа хушӑннине сӑлтавларӗ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ҫурт-йӗр - Раҫҫей ҫемйи валли» программӑпа килӗшӳллӗн 210 пин тӑваткал метртан кая мар эконом-класс йышши ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ.

В рамках реализации программы «Жилье для российской семьи» Чувашской Республикой приняты обязательства по вводу в эксплуатацию не менее 210 тыс. кв. метров жилья экономического класса.

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Ҫурт-йӗр — Раҫҫей ҫемйи валли» программӑпа килӗшӳллӗн 210 пин тӑваткал метртан кая мар экономкласс йышши ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ.

Помоги переводом

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак программӑпа ӗҫлесе пӗлтӗр РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи пайне электрон мелӗпе 105, нумай функциллӗ центр урлӑ - 46 заявлени ярса панӑ.

Используя данную программу в прошлом году было направлено в отдел Пенсионного фонда РФ в Яльчикском районе 105, а в многофункциональный центр — 46 документов.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Шкула ача сачӗ ҫумӗнче туса хума май паракан проектсем пур: ҫакӑ хӑтлӑ тата вӗрентӗве пӗр тикӗс ҫаврапа йӗркелет. Кӑҫал пуҫланакан программӑпа 25 млрд тенке усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ», – тенӗ премьер.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Кӑҫал Кӳкеҫре ҫав программӑпа килӗшӳллӗн хваттерсем тӑвӑпӑр, вӗсене 18 ҫемьене куҫарӑпӑр», - хурав пачӗ пуҫлӑх.

"В этом году в Кугесях по этой программе построим квартиры, переселим 18 семей", - дал ответ глава.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн юлашки тӑватӑ ҫулта района 18 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме килнӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней