Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
32. Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.

32. Лия зачала и родила [Иакову] сына, и нарекла ему имя: Рувим, потому что сказала она: Господь призрел на мое бедствие [и дал мне сына], ибо теперь будет любить меня муж мой.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл кунтан тапранса кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.

22. И он двинулся отсюда и выкопал иной колодезь, о котором уже не спорили, и нарек ему имя: Реховоф, ибо, сказал он, теперь Господь дал нам пространное место, и мы размножимся на земле.

Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.

34. Он сказал: я раб Авраамов; 35. Господь весьма благословил господина моего, и он сделался великим: Он дал ему овец и волов, серебро и золото, рабов и рабынь, верблюдов и ослов; 36. Сарра, жена господина моего, уже состарившись, родила господину моему [одного] сына, которому он отдал все, что у него; 37. и взял с меня клятву господин мой, сказав: не бери жены сыну моему из дочерей Хананеев, в земле которых я живу, 38. а пойди в дом отца моего и к родственникам моим, и возьмешь [оттуда] жену сыну моему.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ.

25. И познал Адам еще [Еву,] жену свою, и она родила сына, и нарекла ему имя: Сиф, потому что, [говорила она,] Бог положил мне другое семя, вместо Авеля, которого убил Каин.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ.

12. Адам сказал: жена, которую Ты мне дал, она дала мне от дерева, и я ел.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Медиахолдинг туса хунӑ, унӑн тытӑмне чӑвашла тухакан чи лайӑх хаҫатсемпе журналсем кӗнӗ, ҫакӑ информаципе тивӗҫтерессин пахалӑхлӑ ҫӗнӗ шайне куҫма май пачӗ.

Был создан медиахолдинг, в состав которого вошли лучшие чувашскоязычные газеты и журналы, что позволило перейти на качественно новый уровень подачи информации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

«ТУС» АУО гендиректорӗ Николай Угаслов Красноармейски районӗнчи «Кетра» завод ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри чи пысӑк спорт сооруженийӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри объектсен реестрне кӗртни Чӑваш Енре пысӑк ӑмӑртусем ирттерме май пачӗ, — терӗ Сергей Сильвестрович.

Помоги переводом

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республика бюджетне кӗртме сӗнекен улшӑнусем ҫинчен Михаил Игнатьев малтан хӑй тӗплӗн каласа пачӗ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл «симӗс ылтӑна» сортлассине йӗркелеме май пачӗ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Сапожникова пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Петров чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухассинчен сыхланса мӗнле ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Наил Аглеметдинович медресере иртекен уроксем тата тӗрлӗ кружоксем пирки тӗплӗн каласа пачӗ.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Чӗрӗк ӗмӗр хушши туса ирттернӗ ӗҫсем, ҫитӗнӳсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май, вӑл нумай ҫул пӗрле ӗҫлекенсене, ӗҫре пулӑшса пыракансене банкетка ҫине ҫырса хатӗрленӗ Тав хучӗсем пачӗ, медальсемпе те хисеп турӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Шӑпана ку хутӗнче те пенальти татса пачӗ - «Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗ» команда пьедесталӑн пӗрремӗш картлашкине хӑпарчӗ.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Ҫулсем тума пуҫларӗҫ, унччен вӗсене сарнине курман, тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ илме май пур халӗ, сӑмахран, икӗ хутчен больницӑра выртса тухрӑм – пӗр тенкӗ те тӳлемен», – юлашки вӑхӑтри улшӑнусем пирки каласа пачӗ вӑл.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Енчен те электросетьсене пӑхса тӑракан организацисем ыйтӑва татса пама тӑрӑшмасан суда памалла – сӗнӳ пачӗ Владимир Вершинин.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

— Кӳлленчӗке кӗнӗ чух яланах асӑрхануллӑ пулмалла, — ӑс пачӗ мана ҫак кунсенче руль умӗнчи пысӑк стажлӑ водитель. — Шывра асфальт, чул е кирпӗч катӑкӗсем курӑнаҫҫӗ-тӗк — эпӗ хӑвӑртлӑха май пур таран чакаратӑп.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Михаил Ржанов заведующи малтанах пӳлӗмсене кӑтартса ҫӳрерӗ, унтан ӗҫ-хӗл ҫинчен кӗскен каласа пачӗ.

Заведующий Михаил Ржанов вначале показал помещения, затем кратко рассказал о делах.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней