Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лайӑххи япаххине ҫӗнтерни, ырӑ вӑйсем усалсене вӗҫӗмсӗр парӑнтарни ӑна хавхалантарса яратчӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Вӑл Хусана парӑнтарни Шӑп ик ҫӗр ҫул таран иртсен те, Ҫӗн вӑхӑт ун ятне витсен те, Ним улшӑнман патша йӗрки.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫемьеллисемшӗн ку эрне йывӑр килӗ, пӑтӑрмахсене парӑнтарни хутшӑнӑва ҫирӗплетӗ ҫеҫ.
25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ракетӑпа космос отраслӗнчи ҫитӗнӳсем, Ҫӗр ҫинчен пирвайхи спутнике вӗҫтерсе яни, тӗнче уҫлӑхӗн анлӑшне парӑнтарни, ҫӑлтӑрсен тӗнчинчи наука тӗпчевӗсене пуҫарни – пирӗн халӑхӑн тӗлӗнмелле ӑнӑҫӑвӗсем цивилизаци аталанӑвне вӑй панӑ.
Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/12/news-3538315
Вӗсем Валетпа иккӗшӗ ку ҫынна ним мар парӑнтарни, итлеттерме пултарни, урӑхла каласан, ҫавнашкал харсӑр тутар та вӑя хирӗҫ нимӗн тӑвайманни Калюкова килӗшрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Танмар ҫапӑҫура тӑшмана парӑнтарни пире питӗ хавхалантаратчӗ, анчах Мускавпа каллех йӗркеллӗ ҫыхӑну тытма пуҫлани пирӗн боецсен хастарлӑхне тата темиҫе хут ытларах ҫӗклентерсе ячӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
2015 ҫулта ҫӗршыв чемпионатӗнче иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ Иван Ухов ку хутӗнче ҫӗнтерчӗ пулин те савӑнӑҫлӑ марччӗ: те 2,30 метра тӑваттӑмӗш хутӗнчен кӑна парӑнтарни, те ИААФ йышӑнӑвӗ унӑн кӑмӑлне пӑснӑ — журналистсемпе калаҫма кӑмӑл пулмарӗ унӑн.
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

- 1