Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене пӗлӗшӗсене парнелеме кӑмӑллать.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Ресторан тытса тӑракансем клиента тутлӑ апатпа сӑйласа хаваслӑх парнелеме тӑрӑшнӑ пекех пирӗн те куракансен кӑмӑлне тивӗҫтермелле, вӗсене илӗртме пӗлмелле.
Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Унӑн ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, таврапӗлӳҫӗсем ҫак пархатарлӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнса юлман, вӗсем те историшӗн паха япаласем парнелеме хатӗррине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Аслӑ ҫултисем те, ҫамрӑккисем те историшӗн пӗлтерӗшлӗ япаласем парнелеме пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Ача чухне шӑл ыратни вӑйлӑ нушалантарнӑран вӑл шӑл тухтӑрӗ пулма — ҫынсене сиплеме, сывӑ шӑл парнелеме — тӗллев лартнӑ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ахаз Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ ылтӑн-кӗмӗле пуҫтарнӑ та ӑна Ассири патшине парнелеме ӑсатнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫын валли мар, йӑлт хӑйсем валли (ҫав шутра парнелеме те) ҫыхаҫҫӗ.
Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Пӗр вӑхӑт мӑшӑр тӳрех икӗ ачана телей парнелеме шухӑшланӑ.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ывӑлӑм шкула кайма, мана лайӑх туйӑм-кӑмӑл парнелеме тытӑнсан ҫеҫ чӑннипех анне пулса тӑтӑм-тӑр.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№