Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр пайӑрка ҫӳсе ҫурри таран туртса кӑларать те, ывҫисемпе йӑваласа, ӗне чӗччи пек туса ҫакать, тепӗр пайӑрка туртса кӑларать те — тепӗр «ӗне чӗччи» тӑвать.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫаранлӑ ҫыран ҫумӗнче пӗчӗк ҫутӑ шӑвать, унтан шыв ҫине ҫинҫешке хӗрлӗ пайӑрка тӑсӑлать, — унта пулӑҫӑ пулӑ тытать, анчах ун ҫине пӑхсан — пайӑрка тӑсӑлать, шыв ҫине пӗлӗтрен пӗр тӑлӑх ҫӑлтӑр анса, шыв ҫийӗпе вутлӑ чечек пек ярӑнса ҫӳрет тесе шухӑшлама пулать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ хӗвеле темле ӑраснах юрататӑп, унӑн ячӗ те, ятӗнчи тутлӑ сасӑсем те, вӗсенче пытанса тӑракан янтравлӑ сасӑ та ман кӑмӑла каять; куҫа хупса, пите вӗри пайӑрка патнелле тытма юрататӑп, ҫав пайӑрка хӳме ҫурӑкӗ витӗр е туратсем витӗр хӗс пек тухнӑ чух эпӗ ӑна алӑ тупанӗ ҫине тытма юрататӑп.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫупа сӗрсе якатнӑ ҫӳҫӗме тӗкӗр умне тӑрса чылайччен турарӑм; анчах тем пек тӑрӑшсан та пуҫ тӳпинчи кӑнтарса тӑракан ҫӳҫ пайӑркине вырттарма пултараймарӑм: ҫав пайӑрка якалса выртрӗ-ши тесе щеткӑпа пусма пӑрахсанах, вӑл ҫӗкленет те тӗрлӗ еннелле чанк тӑрать, ман сӑна ытла та кулӑшла туса хурать.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳле хӑпарса кайнӑ пӗлӗтсем ҫинче электричество хумӗсен ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнмелле выляса тӑраҫҫӗ; пӗлӗтсен аяларахри сийӗсем тӗксӗм хурарах курӑнаҫҫӗ, час-часах уйӑрӑлса кайнӑ икӗ сийлӗ пӗлӗт хушшинчен ҫап-ҫутӑ пайӑрка та шӑтарса тухать.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак ҫӳҫ пайӑрки ҫавнашкал кӑвакариччен мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑпа инкек тӳссе ирттернӗ пулӗ?» — ачашшӑн хумханса та шеллесе шухӑшларӗ Бунчук, Абрамсонӑн йӑм-хура ҫӳҫӗ ҫинчи, сылтӑм енчи куҫа йӑмӑхтармалла шурӑ пайӑрка ҫине пӑхса.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвел вӑрман хыҫне анса ларчӗ ӗнтӗ; вӑл кӑшт ҫеҫ темиҫе ӑшӑ пайӑрка кӑларса тӑрать, ҫав пайӑркасем вут ҫулӑмӗ пекех, хыр тӑррисене ылтӑн ҫутӑпа ҫутатса, пӗтӗм вӑрман витӗр йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн шӑтарса тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пайӑрка мар, пайӑрка пекки, — терӗ Биденко вӗрентӳллӗн.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗрлӗрех ҫутӑ пайӑрка урайӗнче выртакан ҫын ҫине ӳкрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Онкологсем пайӑрка терапийӗн меслечӗсемпе ӗҫлессине алла илнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Малашлӑхра - Республика клиника онкологи диспансерӗн ача-пӑча клиника больницин тата пысӑк технологиллӗ радионуклид тата пайӑрка медицинин центрӗн сиплевпе диагностика корпусне хӑпартасси.
Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/19/ole ... nskogo-rab
Унтан пӗр пайӑрка таса шыва чиксе йӗпетрӗм те, хамӑн пылчӑкланнӑ питӗме шӑлкаласа тасатрӑм.Потом взял пучок травы, обмокнул его в воду и вытер перепачканное грязью лицо.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсене каҫхи пайӑрка кӗтсе илет, унтан балкон ҫинчен ҫут ҫанталӑк оранжерейи ҫийӗн хӗрарӑм шӑппӑн юрлакан сасӑ янӑ-раса каять.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Пӗтӗмпех арпашӑннӑ, урӑх ҫӗрелле пӑрӑннӑ; ыйхӑ тата ҫывӑрса кайичченхи чӑнни ӑн саланкӑрлӑхӗнче пӗрлешнӗ, акӑ кӗҫех таҫта, туйӑни-туйӑнми самантра, ҫӳп-ҫӳхе темӗнле пайӑрка сӳнет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӗсен хыҫӗнче крейсерӑн кӑмрӑкла хура башнисенчен Лисс хысакӗсем ҫине капмар кӑвак пайӑрка ӳкнӗ.Позади них от угольно-черных башен крейсера падал на скалы Лисса огромный голубой луч.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл вун сакӑр ҫулта, хӑмӑр кӑвак-сарӑ ҫӳхе тутӑрӗ айӗнчи хура икӗ ҫивӗчӗ ҫинҫе мӑйӗпе кӗлетки тӑршшӗпех ӳкнӗ; пӗвӗ ытла та йӑрӑс пулнӑран куҫнӑ-хусканнӑ, пӑрӑннӑ чухне канӑҫсӑр пайӑрка евӗр туйӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сывлама чарӑнсах, Роб, эпӗ ҫӗрлехи ҫав пайӑрка патне шуса ҫитрӗм те хушӑкран пӑхма пикентӗм.Перестав дышать, я подполз, Роб, к этому ночному лучу и стал смотреть в щель.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Никифоров иккӗленӗвне сирес тенӗ пекех, малта, сылтӑмра, сасартӑк янкӑр ҫутӑ пайӑрка ӳкрӗ, ҫывхарса-ҫывхарса пычӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун тавра пайӑрка евӗр йӗрленсе тухнӑ пӗркеленчӗксем питне ҫирӗп кӑмӑл сӑнӗ кӗртеҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Горизонтра юлашки пайӑрка йӑвашшӑн чӗтренчӗ те туртӑнса хӗмленчӗ, унтан сӳнчӗ.Последний луч нерешительно заколебался на горизонте, вспыхнул судорожным усилием и погас.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.