Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Ази ӳнерӗн историйӗнчи 4000 яхӑн ҫула ҫавӑрса илет; унта Азинчи мӗнпур цивилизаци ӗҫӗсем, унсӑр пуҫне декораци ӳнерӗн мӗнпур тӗсӗсем пур — живопиҫпе ксилографирен пуҫласа скульптурӑпа ӳнерле шӑрантару таран.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Чӑннипе каласан, эпир вӑрҫа мӗнпур вӑя хуман та-ха, мӗнпур хӑвата сарса яма ӗлкӗреймен…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ пирӗн пӗтӗм паттӑр Ҫар, пирӗн пӗтӗм паттӑр Тинӗс-Ҫар Флочӗ, пирӗн мӗнпур летчиксем-соколсем, пирӗн ҫӗршыври мӗнпур халӑхсем, Европӑри, Америкӑри тата Азири чи лайӑх ҫынсем пурте, юлашкинчен, Германири чи лайӑх ҫынсем пурте — Германи фашисчӗсен ултавлӑ ӗҫӗсене питлеҫҫӗ тата Совет Правительстви ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, Совет Правительствин ӗҫӗсене ырлаҫҫӗ тата ҫакна курса тӑраҫҫӗ: пирӗн ӗҫ — тӗрӗс ӗҫ, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр, эпир ҫӗнтерме тивӗҫ.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Ял территорийӗсене мӗнпур министерствӑсем тимлӗх уйӑрнине шута илсе ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе пӗрлехи тӗллеве пурнӑҫлама мӗнпур пулӑшу майне синхронизацилемелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӑл халь мӗнпур хуйхи-суйхине манса кайрӗ, ӑстӑна, ӗмӗте вӑл ҫеҫ, Алексей ҫеҫ кӗрсе вырнаҫса, ытти мӗнпур шухӑша хӑваласа ячӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑй те сисрӗ председатель, ун мӗнпур калаҫӑвӗ Левентей пирки ӳпкелешнӗ пек тухрӗ: ҫав ӑнланмасть, ҫав мӗнпур ӗҫе чӑрмантарса тӑрать.
ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Республика Правительствине, мӗнпур шайри депутатсене тата халӑх шухӑш-кӑмӑлне йӗркелекен лидерсене чӗнсе калатӑп: эпир тӑвакан йышӑнусем ҫинчен ҫынсене мӗнпур ресурспа усӑ курса май килнӗ таран тӗплӗн ӑнлантарса тӑмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унтан вӑл каллах сӗтел патне пынӑ, мӗнпур ещӗкӗсене ухтарса пӗтернӗ, мӗнпур хут татӑкӗсене сире-сире тухнӑ; минтерӗсене, ҫивиттине вӑркӑнтарса янӑ, пур тумтирне хыпаласа тухнӑ; кровать айне, диван айне пӑхнӑ, анчах бумажник ниҫта та курӑнман.
VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫав принципсем вара унӑн пуҫ мимине кӗрсе лармалла та сире хирӗҫ пыракан мӗнпур шухӑшсене, сирӗн правасене хӑратса тӑракан мӗнпур ӗмӗтсене тӑлласа, пӑвса, пӗтерсе пӑрахмалла.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Хӑрушлӑхпа вилӗмрен хӑрамасӑр, Ленин хулине тӑшман блокадинчен ирӗке кӑларма, Ленинград облаҫӗнчи мӗнпур хуласемпе ялсене нимӗҫ захватчикӗсенчен тасатма мӗнпур вӑйран тата хам мӗн пӗлнипе пӗтӗмпех хамӑрӑн Хӗрлӗ Ҫара вӗҫӗмсӗр тата паттӑррӑн пулӑшатӑп тесе тупа тӑватӑп.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрисем вӗриленсех сӳтсе яваҫҫӗ, теприсем тавлашса укҫа е япала хураҫҫӗ; анчах та кунта чӗререн, ним хускалмасӑр пӑхса тӑракансем ытларах, кун пек ҫынсем тӗнчери мӗнпур япала ҫине, ҫут тӗнчере пулса иртекен мӗнпур ӗҫ ҫине хӑйсен сӑмси шӑтӑкне пӳрнепе чакаласа ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вара хирти мӗнпур козаксем алтӑрсенчи юлашки сыпкӑма чапшӑн тата тӗнчере пурӑнакан мӗнпур христиансемшӗн ӗҫрӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл сасартӑк хӑйӗн мӗнпур иртнӗ пурӑнӑҫне, походсем вӑхӑтӗнче козаксемпе пӗр вырӑнта тӑнӑ чухнехи тата хаяр ҫапӑҫусенче пулнӑ хушӑра манӑҫа тухнӑ мӗнпур пурӑнӑҫне аса илчӗ, ку асаилӳ вара унӑн хальхи пурнӑҫне хупласа лартрӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Мӗнпур жидсене ҫакса вӗлерсе пӗтермелле!» кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен: «пуп ризинчен хӑйсен жидовкисем валли юбкӑсем ан ҫӗленӗ пулччӑр; святой пасха ҫине значок ан лартнӑ пулччӑр; вӗсене, мӗнпур путсӗрсене, Днепра путарса пӗтермелле!»
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун чухне мӗнпур кӑнтӑр, Новороссийӑн мӗнпур территорийӗ Хура тинӗс таранах никам тӗкӗнмен симӗс пушӑ хир пулнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ывӑлӗсем килнӗ ятпа Бульба мӗнпур сотниксене тата полкри чинра тӑракан мӗнпур ҫынсене пухма хушрӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сире вӗрентекен япаласем вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ: академийӗ те, леш мӗнпур кӗнекисем те, букварьсем те, философийӗ те, мӗнпур ка зна що эпӗ вӗсем ҫине пурин ҫине те сурса ҫеҫ хуратӑп!»
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпир, сехӗрленнӗскерсем, хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ мӗскӗн кимме, хамӑрӑн мӗнпур тара тата мӗнпур апат-ҫимӗҫе ҫуррине тиенӗскере ҫаплипех пӑрахса хӑварса, шыв урлах ҫыран хӗррине ҫитрӗмӗр.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.